Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирттереймесӗр (тĕпĕ: ирттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пусма картлашкисемпе улӑхнӑ пек, анчах урана ураран ирттереймесӗр, хашка-хашка, пашка-пашка, вӑштӑр-вӑштӑр, чӑш-чаш авӑнакан чӑтлӑх хӑва, ҫӳҫе вуллисемпе тураттисенчен ҫакланкаласа-туртӑнкаласа, йӑтӑнакан ҫыранӑн ҫуррине хӑпарса ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, сасартӑк сылтӑм алӑри ҫатрака турат хӑйӗн амӑш вуллинчен чашш! чӗрӗлчӗ те кайрӗ!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак самантра Давенант чӗрӗ аса илӗве чӗмсӗррӗн тӳссе ирттереймесӗр тӑпах чарӑнчӗ.

Давенант, остановясь, не смог молча перенести живого воспоминания.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Пулӑшу ыйтма килсеччӗ-и? — ыйтрӗ Григорий, Кавказ ҫынни аллине чӑмӑртаса ыраттарнӑшӑн тарӑхнине халӗ те ирттереймесӗр.

— За помочью прибегал? — обратился Григорий, все еще неприязненно ощущая на ладони рукопожатие кавказца.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех