Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртнӗччӗ (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иван Михалча курманни ик-виҫӗ ҫул та иртнӗччӗ пулас, ӑнсӑртран троллейбусра тӗл пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

Пушхирте манӑн самолет пӑсӑлса ларнӑранпа пӗр эрне иртнӗччӗ.

Миновала неделя с тех пор, как я потерпел аварию.

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ытла ватӑ ҫынах та мар тата, хӗрӗхрен тин ҫеҫ иртнӗччӗ ун чух.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Мартин ун чух вӑтӑртан иртнӗччӗ те авланманччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Ун чухне пурте йӗркеллӗ иртнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӗнер ҫав ҫамрӑк хӗрарӑм ансӑр тӑкӑрлӑкпа икӗ-виҫӗ хутчен калла-малла акӑш евӗр ярӑна-ярӑна иртнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Ҫӗрле, ҫурҫӗр иртнӗччӗ пуль, шӑк-шӑк алӑк сасси, ҫын сасси пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тин ҫеҫ ҫурхи пӗрремӗш аслатиллӗ ҫумӑр, чӗреслетсех ҫуса, тавралӑха тасатса, чӗрӗ тӗнчене йӳшкӗнтерсех шӑварса иртнӗччӗ те, халӗ вара ҫанталӑкӗ хаваллӑ, тӑп, сывлӑшӗ чечен.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

…Ку ӗҫ ултӑ ҫул каярах пулса иртнӗччӗ.

…Это было шесть лет назад.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ас тӑватӑр пулӗ, Мускавра тӑватӑ ҫул каялла комсомолецсен виҫҫӗмӗш съезчӗ пулса иртнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун чухне ҫур аки вӗҫленнӗ ятпа колхозра пуху пулса иртнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Акӑ, нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канашӗн ларӑвӗ иртнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Литература ҫулталӑкӗ - писательсемсӗр? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 4 с.

Пӗлтӗр вӗсен хушшинче ҫакӑн пек калаҫу пулса иртнӗччӗ.

Как-то между ними произошел такой разговор.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Республикӑн тӗп хулинче транспорт реформи 2018 ҫулта пулса иртнӗччӗ.

В столице республики транспортная реформа была проведена в 2018 году.

Общество транспорчӗн маршручӗсене улӑштарасшӑн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32530.html

Хусанта пулса иртнӗччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ку япала Кутемерте, хӑйӗн тӑван ялӗнче, пулса иртнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӑнах та, Ревер Хусантан тухса тарнӑранпа тӑватӑ ҫул иртнӗччӗ пулсан та, хӳме хыҫӗнче вырнаҫса ларнӑ ҫӑмарта склачӗ ҫинчи тутӑхса кайнӑ тимӗр вывеска ҫаплипех ҫакӑнса тӑрать-ха.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шӗнерпуҫӗнче пысӑк пуху пулса иртнӗччӗ, приговор та йышӑннӑччӗ ун чухне: патшана сирпӗтмелле, улпутсен ҫӗрӗсене хресченсене памалла, куланай тӳлемелли закона улӑштармалла, — тесе ҫынсем хытӑ кӑшкӑрнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— «Гренада» ҫинче юнгӑпа ҫакнашкалах ӗҫ-пуҫ пулса иртнӗччӗ; аха… аса илтӗм.

— Такая же история была на «Гренаде» с юнгой; да, вспомнил.

X // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Питӗ ҫӑмӑллӑн пулса иртнӗччӗ ку ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех