Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртнисем (тĕпĕ: иртни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫ умне иртнисем килсе уксен тата чирне, больницӑра каланӑ сӑмахсене астуса илсен — каллех тӗрлӗ шухӑш пуҫа ҫавӑрма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Уй-хире тухса, ҫынсем тырӑ вырнине курсан, кантурта мӗн пулса иртнисем ҫинчен йӑлтах маннӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан куҫӗ умне сасартӑк Пакӑш ращи патӗнче мӗн пулса иртнисем тухса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лаша ҫинче ларса пынӑ майӑн унӑн пуҫне тем тӗрлӗ шухӑш та пырса кӗрет, тахҫан пулса иртнисем те аса килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

23 ҫултан иртнисем ку пулӑшӑва илме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ашшӗ-амӑшӗн хӳтлӗхӗсӗр тӑрса юлнисен шучӗ ҫулсерен чаксах пырать», - палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/16/ashs ... culseren-c

Хӑвах каларӑн вӗт: боец аван, кӑлтӑкӗ халӗ ҫук тетӗн, анчах иртнисем ҫинчен калас пулсан, ӑна ӗмӗрех асӑнмалла мар пулӗ!

Сам же говоришь: и боец хороший и не замечен ни в чем, а что насчет прошлого, — ну, об этом не век помнить!

XIV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Эпӗ философ, ҫавӑнпа пурӑнӑҫра мӗн пулса иртнисем ҫине лӑпкӑнах пӑхатӑп.

Я, знаете, философ и спокойно взираю на все возникающее и проходящее.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Куҫ умне урӑххисем, тахҫан пулса иртнисем, халь куракан чӗрӗ сӑнсемпе пулӑмсем пекех туха-туха тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Паллах ӗнтӗ, вӗсем хӑйсем пурӑннӑ чухне мӗн-мӗн пулса иртнисем ҫинчен ҫеҫ каласа пама пултараҫҫӗ.

Конечно, они могут говорить только о том, что случилось при их жизни.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах ман ыйхӑ канӑҫлӑ пулмарӗ; мана шав нумаях пулмасть пулса иртнисем тата хам чӑтса ирттернӗ хӑрушлӑхсем тӗлӗкре аса килчӗҫ.

Но сон мой был беспокоен: мне все время снились недавние события и опасности.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Паллах ӗнтӗ, Ровнӑра Хӗрлӗ Ҫар командованийӗ валли кирлӗ сведенисем: фронтра нимӗҫ ҫарӗсем вырӑнтан вырӑна мӗнле куҫни, перегруппировкӑсем туни ҫинчен, оборонӑн ҫӗнӗ линийӗсене ӑҫта туни ҫинчен, хуҫалӑх тӗлӗшпе тӑвакан мероприятисем ҫинчен тата Германире хӑйӗнче мӗн пулса иртнисем ҫинчен питех те нумай сведенисем тупма май пулнӑ.

Понятно, что в Ровно можно было добыть очень полезные сведения для командования Советской Армии: о перебросках и перегруппировках немецко-фашистских войск на фронте, о строительстве новых линий обороны, о мероприятиях хозяйственного характера и о том, что творится в самой Германии.

Чăн чăннисенчен те лайăхрах // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Унӑн тӗлӗкӗсем — интереслӗ мар, вӗсем пурӑнӑҫра пулса иртекен ӗҫсем пекех кичем те киревсӗр, ҫавӑнпа та эпӗ ӑнланаймастӑп: мӗншӗн-ха вӑл хӑйӗн тӗлӗкӗсене хаваслансах каласа парать, анчах хӑйӗн йӗри-тавра пулса иртнисем ҫинчен калаҫма юратмасть?

Сны его — не затейливы, они так же скучны и нелепы, как действительность, и я не понимаю: почему он сны свои рассказывал с увлечением, а о том, что живет вокруг него — не любит говорить?

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Киле вӑл час таврӑнмастчӗ, хӑйпе пӗрле тӗрлӗ хутсем илсе килетчӗ те нумайччен ӗҫлесе ларатчӗ, тӗлӗрнӗ мӑй эпӗ: вӑл счетпа шутланине тата аттене пӗр кун хушшинче мӗн-мӗн пулса иртнисем ҫинчен каласа панине итлесе выртаттӑм.

Приходил поздно, нагруженный бумагами, работал долго, и я сквозь сон слышал, как он щёлкает на счётах и рассказывает отцу о событиях дня.

5. Хӗрӳллӗ кунсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпир ҫул ҫинче пӳлӗмсенче калаҫнине илтни, хамӑр ҫак ҫӗршывра курса иртнисем — ҫакӑнта пурте пӗр-пӗрне туслӑн кӑмӑлланипе пӗрлешсе кайрӗҫ, ҫакӑнти халӑх хӗрӳлӗхне курсан, куҫсенчен ирӗк-сӗрех куҫҫулӗ тӑкӑнать.

Все, что мы слышали в многочисленных беседах на дорогах и в домах, все, что мы пережили и перечувствовали за время своего пребывания в стране, — все соединилось здесь в такое могучее дружеское признание, что слезы навертывались на глаза при виде такого народного энтузиазма.

Карачири ӑсату каҫӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Ун чухне мӗн пулса иртнисем халӗ юмахри пек туйӑнаҫҫӗ.

То, что произошло, похоже было на сказку.

Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ӗлӗк-авал пулса иртнисем ҫинчен, Тарас Бульба ҫинчен тата унӑн харсӑр ывӑлӗ Остап ҫинчен каласа панисене вӑл сывлама чарӑннӑ пек тимлӗн итлетчӗ.

Затаив дыхание, жадно слушал он рассказы старины, а с чудесной повестью Гоголя «Тарас Бульба» впервые познакомился в пересказе отца.

«Илтетӗп, ывӑлӑм!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ача чухне пулса иртнисем ҫине-ҫинех аса килеҫҫӗ:

Десятки картин далекого детства всплывали в памяти одна за другой.

Телейлӗ ҫӗршывра // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Халь вара Владимир Ильич пӗчӗк пӳлӗме питӗрӗнсе ларнӑ та мӗн пулса иртнисем ҫинчен пӗтӗмпех Надежда Константиновнӑна шӑппӑн каласа парать.

Сейчас, запершись в бедной, пустой комнатёнке, Владимир Ильич шёпотом рассказывал обо всём этом Надежде Константиновне.

Вӑрттӑн тӗлпулусем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Тӗрӗссипе каласан, ӗлӗк ман умма ҫынсем те, пурнӑҫри пулса иртнисем те кӑштах пӗчӗкленерех тухса тӑратчӗҫ.

Откровенно говоря, раньше и люди и явления жизни выступали передо мной несколько преуменьшенными.

VII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Аякран сӑнасан — ҫак чул пек этеме таврара пулса иртнисем нимӗн чухлӗ те тӗкӗнмен пекех туйӑннӑ.

И со стороны казалось — был этот каменный человек равнодушно чужд всему, что свершалось.

1 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех