Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртнинче (тĕпĕ: иртни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тӑхтӑр ӗнтӗ, манӑн пиччене мӗнле курни ҫинчен каласа парӑр, иртнинче эпир нимӗн те калаҫаймарӑмӑр вӗт…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Иртнинче ачасене хӑй илсе тухса кайнӑ, халӗ хӑй илсе килет.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Иртнинче вӗсем ман пукане театрне питӗ юратса пӑхнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ҫав вӑхӑтра Мария Ивановна ӗҫ вырӑнне хатӗрленӗ май хӗртен ялти кӗрӳ каччи, Вӗҫелис иртнинче яла кайсан ӑна пӗрлешме ыйтнӑ Василий Захарович ҫинчен ыйтса пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Иртнинче, министр килсенех, тӑнран янӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ялта вӗреннӗ чухнех каланӑччӗ эп сана ун ҫинчен, иртнинче те…

Куҫарса пулӑш

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Иртнинче каларӑн эсӗ мана: догмӑсем ҫук, ситуацисемпе решени кӑна пур, терӗн.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Ак тата, мана саламласшӑн та мар Альбин! Иртнинче чей ӗҫме чӗнмерӗм, ҫилленчӗ пуль… Пултӑр, тӑстӑр тутине, эпӗ те унпа калаҫмӑп», – шут тытнӑ Нина.

«Вот ведь, не здоровается. Наверное, обиделась за то, что в прошлый раз на чай ее не позвала… Ну и пусть дуется, я тоже не буду с ней разговаривать», – решила Нина.

Хуйхӑ суханӗ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/336

Иртнинче те, Испание кайма хатӗрленнӗ чухне, аран-аран пӗр пӗчӗк банкра кредит илме пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

— Айӑп ан ту, Укаслу хӗрӗм, иртнинче ҫапла хӑваласа янӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Иртнинче манпа питӗ ӑшшӑн калаҫнӑччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Иртнинче калаҫса татӑлнӑ пек…

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Психотерапевтсем иртнинче ытларах ыррине ҫеҫ аса илме сӗнеҫҫӗ — ырӑ аса илӳсем этемӗн нерв системине йӗркене кӗртме, тӗреклетме, пӗтӗмӗшле сывлӑха ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Амӑшӗн кунӗ ячӗпе иртнинче хӑй ҫырса кӗвӗленӗ, чи юратнӑ ҫынсене халалланӑ номерне унӑнне пурте тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Иртнинче нимӗн те татса каламарӑн, халӗ мӗнле?

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Юрать-ха, иртнинче суда кайма тата ваккат тытма укҫа Михаил Петрович пачӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗкӗрҫӗсем ҫул ҫӳресе ывӑннине, иртнинче вӑрласа тухнӑ хӗре алӑран вӗҫертнӗшӗн кӑмӑлсӑр пулнине туйса тӑракан Мамич-Бердей хальхинче пӗтӗм ӗҫе вӗсемпе канашласа тума шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иртнинче те манпа пӗрле пӗр ушкӑн юлан ут пычӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иртнинче Куснар ҫыннисене колхоз ячӗпе тӗрӗс мар ответ парса янӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Иртнинче Левентейпе вӗриленсе илтӗм, халь Липӑна ҫилентертӗм.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех