Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртмессеренех (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кун иртмессеренех унӑн сывлӑхӗ начарланса пычӗ.

С каждым днем ему становилось хуже.

II сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Вӗсем куҫӗсене унран пытарчӗҫ, хӑйсем хӑранипе чӗтрене ернӗ, пуля юнашар кашни хут шилетсе иртмессеренех пуҫӗсене юр ӑшне чикеҫҫӗ, Павӑл вӗсене шеллерӗ, вӑл халь сӑмахне каласа пӗтермесӗрех вилнӗ, ятлаҫма юратакан партизана аса илнӗ те вӗсене хавхалантарма тытӑнчӗ.

Они прятали от него глаза, дрожали от страха, зарывались в снег от каждой пули, пролетавшей над их головами, Павле было их жаль, он вспомнил партизана, который, ругаясь, умер, не успев высказать какую-то просьбу, и он начал ободрять их:

32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Яланах пӗр вӑхӑтра, кашни икӗ минут иртмессеренех, Витязь, хӑйӗн рефлексне пула, инструктор еннелле ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ, мӗнле те пулин приказ парасса кӗтрӗ.

Через равные промежутки времени, через каждые две минуты, повинуясь выработанному рефлексу, Витязь оглядывался на инструктора, как бы ожидая приказаний.

6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Кини те вӑл, тепӗр тесен, тертленсе пӑхса лармаллискер кӑна-ха, кашни ҫичӗ-сакӑр минут иртмессеренех ленти пат та пат ҫеҫ татӑла-татӑла каять, мӑшкӑл.

Да и кино это, впрочем, смотреть и мучиться, каждые семь-восемь минут лента обрывается, издевательство.

1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫапӑҫу умӗн, яланхи пекех, передовойра кашни минут иртмессеренех шиклӗ шӑплӑх вӑйланса пырать.

Как всегда перед боем, на передней линии с каждой минутой крепла особая, чуткая и тревожная тишина.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех