Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртмерӗ (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, урамра ҫынсем кулни, шавлани илтӗнме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Нумай вӑхӑт та иртмерӗ, манран инҫех те мар кӗсменсем шампӑртатни илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Анчах халӑхӑмӑр хӑраса тӑмарӗ, ҫанӑ тавӑрса ӗҫне пикенчӗ, вара, вӑхӑт нумай та иртмерӗ, эпир вӑрҫӑчченхинчен лайӑхрах пурӑнма тытӑнтӑмӑр, малалла каяс ҫул ҫинче ҫӗнӗ тапхӑра ура ярса пусрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Кӑшт та вӑхӑт иртмерӗ, кунта вӑрманти фермӑран ачасем шавласа килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, пысӑк нӳхрепрен Венюк тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Самант та иртмерӗ ав, хӗвӗшме те пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вӑрах та вӑхӑт иртмерӗ, ҫенӗк алӑкне шӑлтӑр-шалтӑр хупса вӑл пӳртелле чупса та кӗчӗ, кӗрӗкне урайнех пӑрахса, Ҫимун ҫумне лӑпчӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫур сехет те иртмерӗ пуль — тавралӑх курӑнакан пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, ҫӗр шӑтӑкӗнчен эрешмен тухнӑ пек, тӑват ураланса, Кулюкка ывӑлӗ Куҫма килсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, алӑкран тухтӑрсем килсе кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑхӑт нумай иртмерӗ, Хӗлип кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кун хыҫҫӑн вунӑ минут та иртмерӗ барон тӗшӗрӗлсе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑхӑт нумаях та иртмерӗ — арена ҫине хура маска тӑхӑннӑ ҫын чупса тухрӗ, аллине кӑкӑрӗ ҫумне тытса, куракансене пуҫ тайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтанпа вӑхӑт нумай та иртмерӗ — вӑл ҫук пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑхӑт нумай та иртмерӗ — ун ури айӗнче шыв кӳлленчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Милици машини кас вӗҫне ҫитсе чарӑнсан нумай та вӑхӑт иртмерӗ — аттепе Алена «ЛуАЗ» машинӑпа хӑваласа ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Шыв ӗҫкелесе кӑшт лӑпланкаларӑм, анчах ӑш вӑркани иртмерӗ

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Кас-кас шухӑшлатӑп та, ахальтен пулса иртмерӗ пуль ҫак путиш.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Шӑртлӑ хӳрепе икӗ хӑлха ҫини ахаль иртмерӗ, ҫул ҫинче хырӑм ыратма пуҫларӗ — аран-аран чӑткаласа пыратӑп, ҫапах Лорӑна систерес мар тетӗп, атту пачах намӑс курӑп тата.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ҫур сехет те иртмерӗ, кайнисем хӑма та, пӗрене те йӑтса таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех