Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртессе (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр-пӗр ҫын иртессе ҫул ҫинчех кӗтсе ларма тивет-ши?

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Интерактивлӑ занятисем те кӑсӑклӑ иртессе шантараҫҫӗ.

Увлекательно пройдут и интерактивные занятия.

Банкра экскурси ирттерӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36077.html

Ҫапла, вӑхӑт лӑпкӑн, пӗр тикӗссӗн иртессе кӗтнӗччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Раҫҫей Президенчӗ фестиваль ӑнӑҫлӑ иртессе тата ӑс-хакӑлпа професси ӳсӗмӗ валли ҫӗнӗ майсем уҫасса шаннине, ҫавӑн пекех ырӑ кӑмӑллӑ атмосферӑпа вӑраха асра юласса шаннӑ.

Российский президент выразил уверенность в том, что фестиваль пройдет успешно и откроет для участников «новые возможности для духовного и профессионального роста», а также надолго запомнится своей доброжелательной атмосферой.

Путин "Таврида.АРТ" фестивале хутшӑнакансене тата организаторсене саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... an-3393500

Кӗҫех кӗлет ҫумӗнчи ҫамрӑксем Сурӑм ҫийӗнчен юлашки пӗлӗт хӳри шуса иртессе ҫеҫ кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Иртессе иртрӗ, анчах кӑшт кайсанах, хыҫа тӑрса юлчӗ те, вара эпир ӑна каялла таврӑннӑ чухне ҫеҫ (Аслӑ Пӑла кӗперӗ ҫинче) куртӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӑрушлӑх иртессе кӗтсе тӑрӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫӑлтӑрсем эрне ӑнӑҫлӑ иртессе систереҫҫӗ, уйрӑмах – харпӑр хутшӑнура.

Звёзды благоволят на этой неделе, особенно в сфере личных отношений.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Паянхи ӗҫ кунашкал ӑнӑҫлӑ иртессе шухӑшламанччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑтана килни ӑнӑҫлӑ иртессе шанса, Сантӑрсем мӗн каласса лӑпкӑн кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваттисемпе вӑй питти ҫынсем тата каччӑсем ҫеҫ вырӑнтан тапранмарӗҫ-ха — вӗсем чӳк картинче мӗн пулса иртессе кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫул тӑваткалӗнче Ухтиван урапа ҫинчен аннине курсан Паҫа кайри лавсем иртессе кӗтсе тӑчӗ те Ухтиван патне чупса пычӗ, ӑна аллинчен ҫатӑрласа тытрӗ.

Увидев, что на перекрестке Ухтиван спрыгнул с подводы, Пазя дождалась, когда проедут задние поезжане, подбежала к Ухтивану и схватила его за руки.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Йӗпе-сапа иртессе кӗтсе Тукай кунӗн-ҫӗрӗн килте ларать.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лаша уксахлани иртессе кӗтсе Ахтупайпа Аникей алла пуртӑ-пӑчкӑ тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗҫ ҫав тери хӑвӑрт пулса иртессе кӗтменччӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пурте пӗр ҫын пек хастар ӗҫлесен, ҫураки сирӗн вулӑсра ӑнӑҫлӑ иртессе шанас килет! — терӗ Федоров, пулса иртнӗ пӑтӑрмах ҫинчен юри тапратмасӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Самарта гастроль ҫав тери ӑнӑҫлӑ иртессе Максимов-Кошкинский те, артистсем те кӗтменччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Иртессе шанатпӑр, — терӗ профессор майӗпен коридорпа утса пынӑ май.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫак вӑйӑ, питех те пысӑк тимлӗх, тавҫӑрулӑхпа тӗрӗслӗх ыйтаканскер, — унӑн юратнӑ вӑййи; вӑл кӗҫех пуҫӑнакан тупӑшупа танлаштарсан — тӑватӑ сехет иртессе сыв маррӑн кӗтнинчен урӑх нимӗн те лӑплантараймӗччӗ.

Эта игра, требующая исключительного внимания, изобретательности и точности удара, была его любимой игрой; ничто иное не могло так отвлечь его от болезненного ожидания четырех часов, как предстоящее упражнение.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Эсир ҫак тӗлтен утса иртессе пӗлтӗм те…

Я знал, что вы будете проходить здесь.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех