Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртейместӗп (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алюнов ыраттарнӑ сулахай хул калакне темиҫе хутчен сӑтӑркаласа илчӗ те, мӑшлатса, шӑппӑн: — Ҫӗнтертӗн, Сюльдяшов! Санран иртейместӗп! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ, авӑ, Чутей Шаккурӗнчен те хӑрамарӑм, хам ун сехрине хӑпартса хӑвартӑм, аннерен вара ҫаплах, ача чухнехи пекех, хӑратӑп, тата Сахар тете сӑмахӗнчен иртейместӗп эпӗ, — терӗ те Петӗр, Сергей умнех пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

12. Валаам Валака каланӑ: ара, эпӗ санӑн ман патӑма янӑ элчӳсене ҫапла каламанччӗ-и: 13. «мана Валак хӑйӗн ҫурчӗ тулли ылтӑн-кӗмӗлне парас пулсассӑн та, эпӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗнчен иртейместӗп, хам тӗллӗн ыррине те, усаллине те нимӗн те тӑваймастӑп: Ҫӳлхуҫа мӗн калать, ҫавна калӑп» теменччӗ-и?

12. И сказал Валаам Валаку: не говорил ли я послам твоим, которых ты присылал ко мне: 13. «хотя бы давал мне Валак полный свой дом серебра и золота, не могу преступить повеления Господня, чтобы сделать что-либо доброе или худое по своему произволу: что скажет Господь, то и буду говорить»?

Йыш 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Валаам Валак чурисене ҫапла хуравласа каланӑ: Валак мана хӑйӗн ҫурчӗ тулли ылтӑн-кӗмӗлне парас пулсассӑн та, эпӗ Ҫӳлхуҫамӑм, хамӑн Туррӑм, сӑмахӗнчен иртейместӗп, [хам тӗллӗн] пысӑк ӗҫ те, пӗчӗк ӗҫ те тӑваймастӑп; 19. ҫапах эсир те кунтах ҫӗр каҫма юлӑр, эпӗ Ҫӳлхуҫа хама тата мӗн калассине пӗлӗп, тенӗ.

18. И отвечал Валаам и сказал рабам Валаковым: хотя бы Валак давал мне полный свой дом серебра и золота, не могу преступить повеления Господа, Бога моего, и сделать что-либо малое или великое [по своему произволу]; 19. впрочем, останьтесь здесь и вы на ночь, и я узнаю, что еще скажет мне Господь.

Йыш 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех