Шырав
Шырав ĕçĕ:
9. Шыври мӗнпур чӗрчунран акӑ ҫаксене ҫийӗр: вӑл ҫырмара пурӑнать-и, тинӗсре-и, юханшывра-и, ҫуначӗпе хуппи пулсассӑн — ҫийӗр; 10. шывра ишсе ҫӳрекеннисенчен, шывра пурӑнаканнисенчен — вӗсем тинӗсре-и, ҫырмара-и — хӑшӗн те хӑшӗн ҫуначӗпе хуппи ҫук пулсассӑн, вӗсем пурте сирӗншӗн ирсӗр; 11. вӗсем сирӗншӗн ирсӗр пулмалла: вӗсен ашне ан ҫийӗр, вӗсен виллисенчен йӗрӗнӗр; 12. ҫуначӗпе хуппи ҫук пулсассӑн, шывра пурӑнакан пур чӗрчун та сирӗншӗн ирсӗр.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпир ирсӗре — куҫранах ирсӗр, вӑрра — вӑрӑ, хӑравҫа — хӑравҫӑ теме пултаратпӑр…Мы можем мерзавцу сказать в глаза, что он мерзавец, вору — что он вор, трусу — что он трус…
XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
16. Сӑваплӑ савӑтсене ирсӗр аллипе тытнӑ, ытти патшасем ҫав вырӑнӑн мухтавӗпе чысне ҫӗклеме кӳнӗ парнесене ирсӗр аллипе йышӑнса, савӑнсах ҫылӑхлӑ аллипе ҫаратса тухнӑ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӗсен туррисенӗн кӗлеткисене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӑр; вӗсем ҫинчи кӗмӗле е ылтӑна илме ан шутла: ку вӑл саншӑн серепе пулса ан тӑтӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ вӑл Ҫӳлхуҫашӑн, санӑн Туррушӑн, ирсӗр япала; 26. ирсӗр япалана хӑвӑн килне илсе ан кӗр, ун пек тупаланмалла ан пултӑр; унран пӑрӑн, унран йӗрӗнсе тӑр, мӗншӗн тесессӗн ку вӑл — пӗтермелле тупаланӑ япала.
Аст 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен кирек хӑш чӗрчун та сирӗншӗн ирсӗр, ӑна ҫиес пулмасть; 42. ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен чӗрчунсене — хырӑмпа шӑваканнисене те, тӑватӑ уран ҫӳрекеннисене те, нумай ураллисене те — пӗрне те ан ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ирсӗр; 43. ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен пӗр-пӗр чӗрчуна пула хӑвӑр чунӑра ан ирсӗрлетӗр, вӗсем урлӑ таса мар пулмашкӑн вӗсем урлӑ хӑвӑра хӑвӑр ан варалӑр; 44. Эпӗ — сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр: тасалӑх тивлетне илӗр, сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ [Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр] сӑваплӑ; ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пӗр-пӗр чӗрчуна пула хӑвӑр чунӑра ан ирсӗрлетӗр; 45. Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр пулмашкӑн Эпӗ сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Ҫапла, анчах пӗр тӳрлетӳ кирлӗ: эпир — ирсӗрсем мар, эпир — сирӗн тӗрӗс мар, законсӑр асар-писерлӗхӗн чурисем, эпир ирсӗр мар, ҫук.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Аттем — йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр та-ха унӑн — калать хайхи мана: «Фу-у, Христан, ирсӗр те ҫак эсӗ! Эпӗ кӗлӗ вулатӑп, эсӗ хырӑмӑнти апатна тытса тӑраймастӑн, сывлӑш ҫавӑрма та ҫук-ӗҫ, сӑмсана ҫурать, тет. Кай, тӗмеске ҫинчен ан, эп сана кӗреҫепе пуҫна касса тататӑп! Сана, ирсӗре, пула клад ҫӗр айне тарса кӗме пултарать», — тет.
6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тыткӑна лекнӗ ирсӗр тӑшман пекех хӑваласа каятӑп сана! — чӑтаймасӑр кӑшкӑрса ячӗ Нагульнов.Гоню тебя, как пленного гада! — не выдержав, вскричал Нагульнов.
6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Салтак Соломон сӑмахне пурнаҫласан, ылтӑн укҫасем шӑкӑринех урайне тӑкӑннӑ, мӗншӗн тесен вӗсене чакаласа хӑвӑллатнӑ патак ӑшне пытарнӑ пулнӑ; патша ӑслӑлӑхӗнчен шалт тӗлӗннӗ вӑрӑ вара чӑтса тӑрайман, ун тронӗ умне лапкипех тӑсӑлса ӳкнӗ те хӑй тунӑ ирсӗр ӗҫне пӗтӗмпех йышӑннӑ.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Тепӗр виҫӗ уйӑхран, Кривая Музга ҫывӑхӗнче граната ванчӑкӗпе ҫӑмӑл суранланнӑ Андрей сурансене ҫыхса яракан пунктра ӑнсӑртран тӗл пулнӑ станичникрен ҫакна пӗлчӗ: Подтелков отрядне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ хыҫҫӑн Гремячий Лог хуторӗнче шурӑ казаксемпе ҫав хуторти ҫынсем Андрей хӗрлисем патне тухса кайнишӗн тавӑрас шутпа, унӑн арӑмне ҫав тери тискеррӗн иртӗнсе мӑшкӑл тунӑ, ҫакна хуторта пурте пӗлнӗ, вара Евдокия, ирсӗр мӑшкӑла тӳсеймесӗр, хӑй ҫине хӑех алӑ хунӑ.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Атмосфера пӑчӑ, ирсӗр сирӗн.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Вӑл — лайӑх тупӑш илме тесе тунӑ предприяти, ӑна ҫыннӑн ӗҫ укҫине кӗсйинчен ҫаратма тунӑ, ҫавӑнпа та вӑл, ылтӑна хапсӑнса ҫунаканскер, ҫак йӑлтӑртатса тӑракан кичем пурнӑҫ шурлӑхӗнче виҫӗ хут ирсӗр те йӗрӗнчӗк…
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Хӑшӗсем, хӑюллӑраххисем, кулаҫҫӗ, нумайӑшӗсем хӑйсене тӑн-тӑн тытаҫҫӗ, Тен, вӗсем: «Тамӑкра ҫаплах ирсӗр пулсан, — ҫылӑха кӗме кирлех мар пуль ҫав», тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Эпӗ килкартине тухрӑм та шухӑша кайса тӑтӑм, — путвалӑн уҫӑ чӳречинчен килкартине ирсӗр те хаваслӑ юрӑ янӑраса тухать, амӑшӗ ывӑлне ҫывӑратса янӑ май, тӗлӗнмелле сӑмахсене уҫӑмлӑн асӑнса юрлать:
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Вӑл, хура пӑнчӑсем евӗр курӑнакан куҫӗсемпе ман ҫине пӑхса, ӳсӗр пуҫне ҫӗклерӗ те, эпӗ унӑн пит-куҫне асӑрхарӑм: сӑмси шалалла путса кӗнӗ, сӑмси тӑрри ҫеҫ, тӳме пек, ҫӳлелле каҫӑрӑлса тӑрать, ҫӳлти тута хӗрри сурана пула йӗрӗлнӗ пирки вӗтӗ шӑлӗсем курӑнаҫҫӗ, пӗчӗкҫеҫ шыҫмак пичӗ ҫинче ирсӗр кулӑ йӑлкӑшать.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Ирсӗр!.. — терӗ.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Эпир ӑна, пӗринчен пӗри ӑмӑртса, каласа патӑмӑр: пирӗн хуҫа ҫын мар — ирсӗр жулик, чунилли, юнӗҫен… терӗмӗр.Мы наперебой друг перед другом сказали ему, что хозяин наш выжига, жулик, злодей и мучитель, —
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
— Ҫав тери ирсӗр хула, — терӗ такӑшӗ, Джон Фольстаф евӗрлӗскерри.— Город сквернейший, — сказал некто, похожий на Джона Фальстафа.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Пулӑ ҫинчен калаҫса пӗтерсен, вӑл хӑйӗн миххисене аса илчӗ, икӗ михӗ пулнӑ имӗш ун, вӗсене тахҫан монахсем «йӑкӑртса» кайнӑ пулать, ҫавӑнпа вӑл ҫухалнӑ михӗсем пирки харкашма пуҫларӗ, унтан тата, Евсей ӳсӗр иккенне, вӑл ӗҫсӗрех ларнине асӑрхаса, монахсене пӑрахрӗ те работникӗсене тапӑнчӗ, чи ирсӗр сӑмахсене суйласа илсе, сывлӑша янтратсах ятлаҫма пуҫларӗ.
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
Ҫавӑн пек вӑл ирсӗр тӑшман!
35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951