Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирех (тĕпĕ: ир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Самарин, ирех район центрне кайнӑскер, таврӑнайман.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ирех таҫта тухса кайнӑ Марине инке таврӑнсан, Светлана кӑмӑлсӑрланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӗсем, Светланӑпа иккӗш, пӗрне-пӗри ҫав тери юратнине те, Бардин хаҫат страници ҫинчен Светланӑна тинкерсе пӑхнине те, ҫав сӑнӳкерчӗке Светлана кашни ирех, ыйхӑран вӑрансанах, тӑричченех минтерӗ айӗнчен кӑларса пӑхма юратнине те сисмен ӗнтӗ хаҫатра ӗҫлекенсем.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Тепӗр кунне Нина Васильевна ирех палатӑна кӗчӗ те чирлисене сывлӑх сунчӗ, вара ман койка умне пырса ларчӗ, алӑран тытрӗ, юн тымарне итлесе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ниҫта сывлӑм ӳкмесен те, ҫав сирень вӑрманӗнче кашни ирех сывлӑм, — ҫав хӗрача куҫҫулӗ, теҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пӗррехинче Тилли амӑшӗпе ашшӗ ирех, автансем шарлатса авӑтма тытӑннӑ чух, тӑнӑ та тем пирки сӑмах вакласа лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Аса илтӗм, ара анне ирех утӑ ҫулма тухса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ҫав ӗмӗтпе тепӗр ирхине ирех вӑранчӗ Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ирпе ирех ашшӗ ывӑлӗсемпе ыталашса уйрӑлчӗ, куҫҫульне кӑтартмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тепӗр кунне ирех Ҫимунсене, тӑррине витнӗ грузовиксем ҫине лартса, Мускавран чылай инҫете илсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсем ҫинчен нумай калаймастӑп, мӗншӗн тесен ирпе ирех, лаша кӳлсе, вӑрмана тухса каяттӑмӑр та ҫӗрле тин хваттере таврӑнса кӗреттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анаткас хӗрӗсемпе ҫамрӑк хӗрарӑмсем сӳс нимине арманти лупасайне ирех пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Мӗн ӗҫпе ҫапла ирех ҫӳретӗн-ха эсӗ, Укань?

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Удмурт колхозӗнче ӗҫне пӗтернӗ хыҫҫӑн, тепӗр кун ирпе ирех Мария Тимофеевна килне таврӑнма тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кам-ха ку ирех лаша хӑваласа ҫӳрет?

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ашшӗпе амӑшӗ ирех ӗҫе каяҫҫӗ, виҫӗ шӑллӗпе йӑмӑкӗ — шкулта.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ирпе ирех Ҫӗпритуна хӑй ҫулӗпе кӑларса ярас тенӗскер, татах чарӑнса тӑчӗ Кулюкка: «Чим-ха. Пуйтарса хӑваратӑп терӗ вӗт. Ҫынна хӑвалама яланах пулӗ. Малтан сӑнаса пӑхас мар-ши? Мӗне кирлӗ-ха ӑна кӗреҫе? Пытарнӑ мулӗ ҫук-ши вӗсен ялта? Вӑрӑм Палюкӑн ылтӑнӗ нумай, тетчӗҫ. Чӑнах та… Ҫӗпритун ылтӑнне тупас пулсан, мӗнле майпа хам алла ҫавӑрса илес-ха ӑна? Мулӗ ӑҫтине ҫеҫ пӗлесчӗ, хӑйне мӗн тумаллине пӗлӗттӗм… Ҫапкаланчӑка шыракан-тӑвакан пулас ҫук» — ҫитмӗл ҫичӗ шухӑш, хура курак кӗтӗвӗ пек, ҫаврӑнса явӑнчӗ Кулюкка пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Райцентра ирех тухса кайнӑскерсем, Варукпа Роза каҫалапа тин яла таврӑнса ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Хӗветӗр ирех лобогрейкӑпа хире тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ирхине ирех, кӗтӳ хӑвалама тухсан, Куҫук арӑмӗ хӑй тавра хӗрарӑмсене пуҫтарчӗ:

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех