Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

инҫех сăмах пирĕн базăра пур.
инҫех (тĕпĕ: инҫех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Инҫех те мар вырнаҫнӑ сӑртсем хыҫӗнчен ҫул ҫӳревҫӗпе сухаҫӑ-хресчен чунне лӑплантарма пултаракан вӗҫсӗр-хӗрсӗр ҫӗрсем пуҫланнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ӑремпур чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Пушкӑртстанри Уфа районӗнче, Миловкӑран инҫех мар, кӑҫал 2,1 километр ытла Дема — Затон ҫула «Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем» наци проектне пурнӑҫланине пула юсаҫҫӗ.

В Уфимском районе Башкирии, неподалеку от Миловки, отремонтируют в этом году более 2,1 километра дороги Дема — Затон благодаря реализации национального проекта «Безопасные качественные дороги».

Пушкӑртстанра Дема-Затон ҫула юсаҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... sa-3662042

Пиртен инҫех те мар виҫӗ хӗрарӑм тата пӗчӗк ача йӑтнӑ пӗр арҫын тӑратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Дворецран инҫех те мар чарӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Юлташӑм чарӑнса тӑнӑ, анчах урӑх никам та сасӑ паман, ҫапах та инҫех те мар такам тапӑртатнӑ пек, йывӑррӑн сывланӑ пек туйӑннӑ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вилтӑпринчен инҫех те мар йӑлтах хура тумтир тӑхӑннӑ, хура шел тутӑрӗ пӗркеннӗ карчӑк тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫав вӑхӑтрах ҫыранран инҫех те мар пӗр моторлӑ кимӗ ҫатӑртаттарса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Хӗрсенчен инҫех мар пӗр ӳсӗр ҫын тайкаланса тӑрать, ӳкме пуҫласан, пуҫӗпе сулса илет те Атӑл хӗрринчи чул хӳмене ярса тытать.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Кунтан инҫех пурӑнмастӑп эпӗ…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Советсен Ҫуртӗнчен инҫех те мар…

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫав хӗрарӑм киммине ҫыран ҫинерех туртса хучӗ те манран инҫех те мар ларакан тепӗр тӗм патнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Нумай вӑхӑт та иртмерӗ, манран инҫех те мар кӗсменсем шампӑртатни илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хайльбронран инҫех мар Неккар айлӑмӗнче ҫын хӑварнӑ малтанхи йӗрсем палеолит тапхӑрне кӗреҫҫӗ.

Первые следы человека в долине Неккара неподалёку от Хайльбронна относятся к палеолиту.

Хайльбронн // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D0%B0%D ... 0%BD%D0%BD

Ҫак вырӑнтан инҫех те мар икӗ тӗп ҫул пӗрлешекен вырӑн пулнӑ, вӗсем тӑрӑх Эдинбурга выльӑх-чӗрлӗхе хӑваласа килнӗ.

Неподалёку от этого места находилась точка пересечения двух главных дорог, по которым в Эдинбург перегоняли скот.

Грассмаркет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B5%D1%82

Грассмаркет Эдинбург замокӗнчен кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнелле Замок хысакӗ патӗнче, Патша Милинчен инҫех мар вырнаҫнӑ.

Грассмаркет расположен к юго-востоку от Эдинбургского замка у подножия Замковой скалы, неподалёку от Королевской Мили.

Грассмаркет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B5%D1%82

M 83 пирӗнтен инҫех мар вырнаҫнӑ Центравр A/M83 галактикӑсен ушкӑнӗнчи икӗ ҫумушкӑнсенчен пӗрин центрӗ шутланать.

M 83 является центром одной из двух подгрупп в расположенной недалеко от нас группе галактик Центавр A/M83.

Messier 83 // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/Messier_83

…Фермӑран инҫех те мар, сукмак хӗрринчи хуҫӑлса аннӑ йывӑҫ туратти ҫинче, Актай кӗнеке вуласа ларать.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вӑл шӑвӑна-шӑвӑна мунча патӗнчен инҫех каяйман.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ачана инҫех те мар ӗҫлекен машинӑсен шавӗ илӗртет иккен.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм урам еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ те хӑйсенчен инҫех мар пӗр ушкӑн арҫын, вӗсенчен ҫур анкарти тӑршшӗнче ыттисем те тӑнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех