Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

интересленсех (тĕпĕ: интереслен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Округа ертсе пыракансем уйсене тухса вырма мӗнле пынипе интересленсех тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяр кунпа туллин усӑ кураҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d1%83%d1%8 ... %ab%d3%97/

Иккӗмӗшсем ача сачӗн пурнӑҫӗпе интересленсех тӑраҫҫӗ, уява та, ӗҫе те пӗр ҫемьери пек кар тӑрса хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ачасене кӗтеҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d1%88%d0%b ... 0%b5cce-2/

Ҫӗнӗ хыпарсемпе те интересленсех тӑрать, радио итлет, хаҫат-журнал вулать.

Куҫарса пулӑш

«Ырлӑхра пурӑнатпӑр», — тет 90 ҫулхи Кӗҫени аппа // Алена КАЛЮКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d1%8b%d1%8 ... %97%d2%ab/

Ҫав Тарук мана интересленсех итлерӗ, эпӗ ӗҫ тухассине иккӗленмесӗр кӗтрӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Техосмотр вӑхӑтӗнче пуҫламӑшӗнчен вӗҫне ҫитичченех вӑл техника юсавлӑхӗ мӗнле пулнипе интересленсех пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Каярах та, эпир аслӑ классенче вӗреннӗ чухне те, шкулпа сывпуллашса харпӑр хӑй професси суйласа пӗлӳ илнӗ вӑхӑтра та, пирӗн ӗҫ-хӗлпе пӗрремӗш вӗрентекен интересленсех тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Паян та пирӗншӗн вӗрентекен // В. Никитин. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... vrenteken/

Унта службӑра тӑракансен, мобилизаципе кайнӑ ҫынсен, хамӑрӑн ентешсен пурнӑҫӗпе округра пурӑнакансем интересленсех тӑраҫҫӗ, вӗсем пирки пӑшӑрханаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Иккӗшӗ те механика ыйтӑвӗсем пирки интересленсех калаҫнӑ пирки, вӗсем шкул килхушшине тухнине те сисмерӗҫ.

Занятые вопросами механики, одинаково увлекавшими их обоих, они очутились на школьном дворе.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Моломан унччен ячейка ӗҫӗсемпе интересленсех каймастчӗ.

Моломан занимал до сего времени по отношению к деятельности ячейки позицию невмешательства.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ачасем тавлашакансем патне пуҫтарӑнса тӑчӗҫ те, пӗр-пӗрин хулпуҫҫийӗсем ҫине чавсисемпе уртӑнса, тавлашу малалла пуласса интересленсех кӗтрӗҫ.

Столпившись вокруг спорящих и навалившись локтями друг другу на плечи, ребята с интересом ожидали продолжения спора.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл малтан кула-кула интересленсех итлетчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Чӑннипе, тӑван район яланах чӗрере: ун обществӑлла пурнӑҫӗпе, тӗрлӗрен улшӑнусемпе интересленсех тӑратпӑр, - пӗлтереҫҫӗ Елена Юрьевнапа Григорий Евсеевич Порфирьевсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьерен хаклӑ пуянлӑх ҫук // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11796-ce ... anl-kh-cuk

Паянхи кун та вӑл профсоюз ӗҫӗпе интересленсех тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Хам та вӗсен пурнӑҫӗсемпе интересленсех тӑма, паллӑ кунӗсем, уявсем ячӗпе саламлама тӑрӑшатӑп», — кӑмӑллӑн калаҫать паян та хӑйне ҫамрӑк ҫын пек вӑр-вар та ҫаврӑнӑҫуллӑ тытакан, пурнӑҫра яланах лайӑххине ҫеҫ шанакан Людмила Кирилловна.

Куҫарса пулӑш

Суту-илӳпе ҫыхӑнтарнӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bda/

Пирӗн сотрудниксем йывӑр ҫемьесен пурнӑҫӗпе интересленсех тӑраҫҫӗ, ачасемпе те, ашшӗ-амӑшӗпе те калаҫусем ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Малашне те йӗркелӗхшӗн тӑрӑшӗҫ // Р.Зайнуллин. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b0/

— Ара, эп эртел ӗҫӗпе интересленсех те кайман та…

Куҫарса пулӑш

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ашшӗ вӗсен пурнӑҫӗпе интересленсех тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ ӗҫчен те, юратнӑ атте те // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d0%bf%d1%8 ... %82%d0%b5/

Унччен интересленсех вуланӑ кӗнекесене тепӗр хут алла тытас килӗ.

Вы почувствуете потребность заново перечитать книги, которые произвели на вас большое впечатление.

20-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Павлуш иртнӗ сценӑсене интересленсех курса-итлесе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Патша ҫемйи вара йӑлтах урӑхла: хаваслӑрах курӑнать, ҫӗнӗ вырӑна куҫас пирки интересленсех калаҫаҫҫӗ…»

Семья же царя, напротив, проявляла оживление и большой интерес к переезду»…

14 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех