Шырав
Шырав ĕçĕ:
Инстинкт тени ку.
4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Тепӗр хӑрушлӑх – водителӗн япӑххинчен сыхланас инстинкт та пачах ҫухалать.
Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar
Канӑҫсӑрланнӑскер — Стар инстинкт шайӗнче пӑшалне ҫӗклерӗ, анчах ҫавӑнтах ӑна ҫӗрелле усрӗ.Встревоженный, он инстинктивно поднял ружье, но тотчас же опустил его.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Вӑл театрти шавласа та чышӑнса тухакан ҫынсен хушшинчен алӑк патнелле хыпаланса ӑнтӑлчӗ: чарӑнмасӑр, тӗрткелешмесӗр, инстинкт шайӗнчи хусканусемпе, ҫакна ӑнӗпе асӑрхамасӑр, — пуҫӗ халӗ пач урӑххине тулнӑ.
XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Манӑн шухӑшӑмпа — ҫемйине тӑрантарассишӗн ӗҫленӗшӗн айӑплӑ мӗскӗн ҫав ҫынсене тытса хупни кӑмӑллах мар, — терӗ Ева; вӑл Детрейӑн мӗн пур шухӑшӗ Джесси пирки тӗлкӗшнине, Джесси вара вӑл, Детрей, унпа юнашар пулмаллине татӑклӑнах йышӑннине инстинкт шайӗнче туять.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Сывлӑшра инстинкт шайӗнче аллипе авӑсса Джесси пӗр самант шайлашуран куҫрӗ, мӗншӗн тесен малалла туртӑнса тӑсӑлчӗ, ҫав самантрах каялла мӗн пур кӳлепипе тайӑлчӗ те курӑк ӑшне кайса ӳкрӗ, хӑранипе куҫӗсем хупӑнчӗҫ.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӑл алӑка ҫирӗплетнӗ юпасене пӗрин хыҫҫӑн теприне ҫапа-ҫапа кӑларчӗ, ӑна майӗпен уҫса ячӗ, ҫавӑнтах шухӑшӗ ҫухалчӗ, ун вырӑнне тухма май ҫук ҫӗре хуса кӗртнӗ выльӑхӑн инстинкт шайӗнчи ӑнсӑр ҫурма ӑнкарӑвӗ ҫеҫ юлчӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Вӑл пурнӑҫа мӗнле кураслӑха темӗн те килсе лекеет; тӗлӗнтермӗшсӗр пуҫне, — унран вӑл инстинкт шайӗнче йӗрӗнет, асамлӑх-тӗлӗнтермӗш килессе кӗтнине вӑйсӑрлӑх палӑрӑмӗ тесе хаклать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Шикленнӗрен мар, инстинкт шайӗнче, ытларах, тен, пӗлес килнӗрен, Горн этем куҫӗсемпе тӗл пулма шантаракан пӑнча тӗмсӗлчӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Дрибб чӗлхи ҫинче ҫӗр-ҫӗр ыйту вӗтӗртетет, анчах вӑл вӗсене тытса чарчӗ, инстинкт шайӗнче туять: пӗлес килеслӗхе тивӗҫтерӳ умӗнче — чикӗ-чарак.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Гент инстинкт шайӗнче пӑрӑнчӗ — тростник патаксен ҫак тӗсӗ-сӑнӗ ҫав тери йӗрӗнтерет: пӗр вӗҫӗ попугай тӗкӗллӗ, тепӗр вӗҫӗ пӑхӑр ҫивӗч шӗвӗрлӗ, вӗсене наркӑмӑшлӑ ҫупа ҫӑп-ҫӑра сӗрнӗ.
ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫӗкленчӗк кӑмӑл-туйӑмпа тулнӑскер — сунарҫӑ вӑрмана тӗпчекен тискер кайӑк иккӗленӳсӗрлӗхӗпе, йӗри-таврана вичкӗннӗн тӗмсӗлсе утать; шӑтӑк-путӑк айккине иртет, лианӑпа йӗплӗ акаци танатисен хушшинчен хӑш тӗлтен тухмаллине пӗрре тинкерсех палӑртать, мӗлкесен уҫӑмсӑрлӑхне инстинкт шайӗнче виҫсе хаклать, вӑхӑт-вӑхӑтӑн компасне пӑха-пӑха тӗрӗс ҫулпах пыни-пыманнине тепӗр хут ҫирӗплетет.
ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӑл инстинкт шайӗнче хӑйне аллипе хупласа каялла чакрӗ.
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
— Е тӗрӗсне калать — хӑлхисемпе хакласан: вӗсенче вӑрман ҫилӗ кӗрлет, — хирӗҫлерӗ Тинг Гергеса темӗскерпе кӳрентернине инстинкт шайӗнче тӗшмӗртсе.
III. Ассунта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Меллех мар вӑхӑтра килсе ҫакланнӑ сивлек калаҫӑва никам та аталантарас темерӗ: Роэнӑн ачи чирлет, Элли вара, питех те вӗчӗрхенчӗк пулса тӑнӑскер, инкек-синкеклӗ ӗҫ-пуҫран инстинкт шайӗнче пӑрӑнать.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ӑна-тӑна — хӑрав-сехре, кӑмӑла — инстинкт, шухӑша вӑрман хӗссе кӑларчӗҫ.Сознание вытеснялось страхом, воля — инстинктом, мысль — лесом.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Ӑнланмалла мар тискерлӗхпе пусӑрӑнсах ларнӑскер, чӗрӗ пӗртен пӗр ҫынна ҫухатасран инстинкт шайӗнче сехӗрленсе — Ганэль Роэнк хыҫҫӑн салхуллӑн тапранчӗ, ҫапах та ун хыҫӗнче самаях аякра пырать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Ганэль тӗттӗме инстинкт шайӗнче юратмасть: тӗттӗмлӗх ытамӗнче чӑнлӑх икӗ пӗлтерӗшлӗн тата — ун тӗлӗшпе — тискерле туйӑнать, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн ӗҫӗсене ҫутӑ кунӑн танлӑ-пуҫлӑ тиркевӗпе хак пама хӑнӑхнӑ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Анчах ҫав самантрах ҫул тусанӗ ӑшне такам персе лектернӗ чухнехилле чикеленчӗ, инстинкт шайӗнче питне хупласа кӑлтӑрмачла ҫаврӑна-ҫаврӑна куҫать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.
Паллӑ марскер — инстинкт ҫынни.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.