Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

инспекторсем (тĕпĕ: инспектор) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗр хамӑр та кӗнекесем патне килсе те, ни Райҫутпайӗн пуҫлӑхӗ, ни инспекторсем ҫук терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Велосипед // Сӳпенкке Илли. «Капкӑн», 1934. — 8№ — 3 с.

Ҫуракие хутшӑнакан техникӑна инспекторсем ака уйӑхӗн вӗҫечченех тӗрӗслӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуракие хатӗр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60720

Арҫын «Энергозапчаҫ» чарӑну патӗнче дежурствӑра тӑракан инспекторсем патне пырса пулӑшу ыйтнӑ.

Мужчина подошел к инспекторам, дежурившим возле остановки «Энергозапчасть» и попросил помощи.

Инспекторсем чирлӗ ачана пульницӑна ҫитерме пулӑшнӑ // Софья Савнеш. https://www.chuvash.org/news/34515.html

Пуҫтаха инспекторсем тытса чарнӑ.

Лихого водителя инспекторы задержали.

Водитель ҫынна чутах ҫапса хӑварман // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34295.html

Е тата Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче руль умӗнчи чиперккесене - автоледисене - телейлӗ ҫул сунса инспекторсем чӗрӗ чечек парнелени те ырӑ йӑлах.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

2022 ҫулта вара ҫак сӑлтавпах инспекторсем 14 аварие шута илнӗ, инкекре тӑватӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, унсӑр пуҫне 17-ӗн суранланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

Ҫулталӑкра инспекторсем ҫул ҫинчи инкексенче пурлӑх тӗлӗшӗнчен тӑкак кӳнипе ҫыхӑннӑ 743 материал хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

Йӗркене пӑсакан водительсене пирӗн инспекторсем пӗрре мар чарса административлӑ явап тыттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

— Комиссарсем пирӗн чуна уҫса пӑхаҫҫӗ, ҫавӑншӑн мар юн тӑкнӑ эпир, алтарьсене ухтарса ҫӳреме мӗнле инспекторсем вӗсем…

— Не для того проливали кровь, чтоб комиссары глядели нам в душу, яки таки инспектора по закромам лазили…

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Путевой листсене пӑхса тухсан, инспекторсем Явора каҫхине хӑма-пӗрене турттарса килнӗ машина пӗрре те тупаймарӗҫ.

Просмотрев их, инспекторы не обнаружили ни одной машины с лесом, которая бы вернулась в Явор поздно вечером.

7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Инспекторсем яланах ҫапла, тутисене чаплаттаркалаҫҫӗ, вышки вара — шухӑшланипех юлать.

Вот и все так инспекторы, губами почмокают, а вышка — в мечтах.

Вӗри ҫӑл // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 8–15 с.

Пулӑ сыхлас енӗпе ӗҫлекен обществӑлла инспекторсем.

Общественные рыбинспекторы.

Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Вара, сехӗрленсе ӳкнӗ инспекторсем тухса кайсан, Тысленко каланӑ: — Асту, батько, Мыкола ҫилленет, — тенӗ.

Когда перепуганные инспекторы вышли, Тысленко сказал: — Смотри, батько, Мыкола осерчает.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Инспекторсем нимӗн тума аптранипе пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илнӗ.

Инспекторы растерянно переглянулись.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Шӑпах ҫак вӑхӑтра ун патне центртан Троцкий мандачӗсемпе инспекторсем час-часах пыра пуҫланӑ.

Как раз в это время зачастили к нему из центра инспекторы с мандатами от Троцкого.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Ҫакна та калам: автоинспекципе ҫыхӑннӑ тӗслӗхсенче инспекторсем взятка илнипе ҫыхӑннисем мар, вӗсене укҫа пама тӑнипе ҫыхӑннӑ преступлени нумайрах.

Куҫарса пулӑш

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

2015 ҫулта инспекторсем тӗрӗслеве 183 хут тухнӑ.

В 2015 году инспекторы выходили на проверку 183 раза.

Пахалӑхӗ тивӗҫтерет-ши? // Надежда Васильева. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Инспекторсем ҫынсене ку маршруткӑран кӑларса теприне, хӑрушлӑх кӑларса тӑратманнине, лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Водитель ҫынсен пурнӑҫӗшӗн яваплӑ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2893.html

Инспекторсем икӗ маршруткӑна чарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Водитель ҫынсен пурнӑҫӗшӗн яваплӑ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2893.html

Инспекторсем водительсене тӗрӗсленине 21+ телекуравпа пӑхма май килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Водитель ҫынсен пурнӑҫӗшӗн яваплӑ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2893.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех