Шырав
Шырав ĕçĕ:
Арҫын хӗрарӑм хӗрӗ ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗшӗн айӑплӑ пулни ҫинчен пӗлтернӗ.Мужчина сообщил, что дочь женщины является виновником дорожно-транспортного происшествия.
Пишпӳлек районӗнче мошенниксен схемине хутшӑннӑ курьера тытса чарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/pravo-tata-zakon ... rn-3642627
Анук инкекӗшӗн савӑнса кулнипе пӗрлех, вӑл чысне ҫухатнине ялти мӗнпур хӗрарӑмсене хур кӳни вырӑнне шутласа, ӑна сивлерӗҫ.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ача вилӗмӗшӗн те, валтиелсен инкекӗшӗн те хӑй айӑплине пӗлнипе пулӗ Савантер килне тав-рӑнсассӑн та хӑрама пӑрахаймарӗ, халь-халь такамсем килсе хӑйне урама сетӗрсе тухассӑнах, пӑвма тытӑнассӑнах туйӑнчӗ ӑна ялан.
Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Эпӗ хама халӑх инкекӗшӗн тӑшмана, пусмӑрҫӑсене, пуп таврашне тавӑракан ҫын, тетӗп.
Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Выҫӑпа аптӑранӑ ҫынсем вӗсене хӑйсен инкекӗшӗн чи айӑплисем вырӑнне шутлаҫҫӗ.Отуманенные голодом люди усматривали в них главных виновников своей беды.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
«Турӑ ҫырлахтӑр, мӗн инкекӗшӗн Элекҫей ҫинчен сӳпӗлтетрӗм-ши? Ма ун аллинчен кӑнахвит илтӗм-ши?» — хӑйне хӑй тарӑхса ӳпкелерӗ халӗ Анук.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Итлесе пӗтерсен мӑчавӑр ҫын инкекӗшӗн савӑнса ихӗлтетрӗ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вара хӑйӗн инкекӗшӗн — вулакан курать ак — чӑнах та ҫакна шухӑшласа тупрӗ.И на свою беду, как увидит читатель, он действительно придумал его.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Молли, анчах вӑл та мар! — ҫын инкекӗшӗн хӗпӗртесе кӑшкӑртӑм эпӗ, унтан ҫӗре палт! ӳкрӗм те Лемарена пӗҫ хушшинчен пуҫпа кӗрӗслеттертӗм — чи аялтан, хавхалану меслечӗпе.
XI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Редж ҫын инкекӗшӗн савӑннӑн ихиклетет, аллисене шӑнӑр туртнӑн сӑтӑркалать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Вӑл кӑшкӑрашнӑ тӑк, Меннерс инкекӗшӗн хӗпӗртенине хӑлаҫлана-хӑлаҫлана е тӗлсӗррӗн кускала-кускала, е Меннерс шанчӑка ҫухатнӑшӑн савӑннине мӗнле те пулин урӑх майпа кӑтартнӑ пулсан — пулӑҫсем ӑна ӑнланатчӗҫ-тӗр, анчах вӑл хӑйне вӗсенешкел мар, пачах урӑхла тытнӑ, — тӗлӗнтермеллех ӑнланмалла мар тытнӑ та — ҫакӑнпа хӑйне ыттисенчен пысӑкрах пек кӑтартнӑ; пӗр сӑмахпа — каҫармалла мар ӗҫ тунӑ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ыттисен инкекӗшӗн савӑннӑ сӗмпе, хавхаллӑн палӑртаҫҫӗ: улӑпла цирка, вун пӗрмӗш нумӗрлине, ҫӗр айӗнчи ӗҫлевҫӗсем сирпӗтнӗ имӗш, правительство агенчӗсем пур ҫӗрте те хӗҫ-пӑшал управӗсене шыраҫҫӗ-мӗн, Тускуб вара ҫарсене Соацера патнелле куҫарать иккен.
Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Хӑшпӗр чухне вӑл ҫын инкекӗшӗн савӑнса, аппӑшӗнчен ыйтатчӗ:
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Председательпе эпир туслӑ ҫынсем пекех сывпуллашрӑмӑр, анчах пӗрле ӗҫлекенсем мана ҫын инкекӗшӗн савӑннӑ пек пӑхса ӑсатрӗҫ, эпӗ хурлӑхлӑн «сыв пулӑр» тесен, хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Вӗсен инкекӗшӗн вӑл хӑйне айӑпларӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Вӑл каторгӑран тарма пултарнине, Ҫӗнӗ Зеландие ҫитнине, «Пилигрим» ҫинче ишекенсен инкекӗшӗн, унта апат пӗҫерекен пулса ӗҫлеме кӗрӗшнине эпир пӗлетпӗр ӗнтӗ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Вӑл ҫын инкекӗшӗн савӑнчӗ.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Мери Джейн мисс, — терӗм эпӗ, унӑн пӳлӗмне кӗрсе, — эсир ҫынсен инкекӗшӗн питӗ кулянатӑр, эпӗ те хӑш-пӗр чух ҫавӑн пек кулянма пӗлетӗп.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Капитан, хӑйӗн мӗнпур инкекӗшӗн айӑплӑ боцманӑн сассине илтсенех, тӑшман тинех алла лекнине ӑнланса илчӗ; вӑл калама ҫук хытӑ тарӑхса кайрӗ те, ура ҫине сиксе тӑрса, ҫав ирсӗр этеме тӳрех кӑкӑрӗнчен печӗ.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вӑл тепӗр чухне этемлӗх инкекӗшӗн чунӗпе татӑлса макӑрать, сӑмахпа каласа пама май ҫук тӗлли-паллисӗр асаппа, хуйхӑпа, таҫта инҫетелле, лерелле, Штольц илӗртнӗ леш тӗнчене туртӑнса, питӗ тертленет…
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1
- 2