Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

именишӗн (тĕпĕ: имени) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑт, хӑвӑрах шутлӑр ӗнтӗ, именишӗн мӗн чул ыйтма юрать?

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Манӑн хӗрӗм хаклӑ пансионра вӗренет; эпир пурӑнма чарӑннӑ именишӗн кивҫене кӗрсе кайрӑмӑр, ӑна халӗ никам та туянасшӑн мар, тата манӑн хамӑн виҫӗ тӑванӑм патне уйӑхсерен укҫа ярса тӑмалла.

Моя дочь учится в дорогом пансионе; мы сделали долги по заброшенному имению, которое теперь никто не хочет купить, и я еще должна высылать месячное содержание трем моим родственникам.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Консуэлӑн укҫи-тупри пӗтӗмпе тенӗ пекех акцисем туянма, картла выляса янӑ тӑкака хуплама, Лаурӑпа Сногдена парне пама саланса пӗтрӗ; унӑн самаях пысӑк пайӗ ашшӗн тӑкакӗсене саплаштарма, ҫавӑн пекех салука хывнӑ именишӗн тӳлесе татма кайрӗ.

Приданое Консуэло почти целиком разошлось на приобретение акций, уплату карточных долгов, подарки Лауре, Сногдену; солидная его часть покрыла растраты отца, а также выкуп заложенного имения.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Александр именишӗн 12000 тенкӗ ылтӑнпа тӳленӗ.

Александр уплатил 12 000 рублей золотом.

II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Юлашкинчен, нумайӑшӗ именишӗн, хӗр пурлӑхӗпе киленсе пурӑнассишӗн авланаҫҫӗ: арӑм киле йӗрке кӳрет, вӑл — кил хуҫи арӑмӗ, амӑшӗ, ачасене ӑс паракан; юрату ҫине вара практика енӗпе ҫеҫ пӑхаҫҫӗ, хуҫи ӑна пӗрре хӑнӑхать те урӑх нихҫан та асӑрхамасть.

Наконец, большая часть вступает в брак, как берут имение, наслаждаются его существенными выгодами: жена вносит лучший порядок в дом — она хозяйка, мать, наставница детей; а на любовь смотрят, как практический хозяин смотрит на местоположение имения, то есть сразу привыкает и потом не замечает его никогда.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл хӑйне телейлӗ ҫемьепе пурӑнма, именишӗн тӑрӑшма шӑпа тухнине ӑнланнӑ.

Он понял, что ему досталось в удел семейное счастье и заботы об имении.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех