Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илччӗр (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫамрӑклӑха, юратӑва аса илччӗр.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫавӑрса ан илччӗр ак.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ан тив, суха тунӑшӑн парас уттине сутса кӑштах та пулин пурӑнмалӑх ҫӑкӑр илччӗр.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ҫамрӑксен хӑйсен пурнӑҫӗ. Иккӗшӗн хушшинче тату, килӗшӳ пултӑр. Мана сивӗ сӑмах ан калаччӑр та алӑри ҫӑкӑра туртса ан илччӗр ҫеҫ. Мӑнукӑм халь манран уйрӑлмасть-ха-та. Анчах малашне мӗнле пулӗ» — шухӑшларӗ вӑл…

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Кунта килсе вӗсем аслисенчен, ашшӗ-аслашшӗсенчен ырӑ тӗслӗх илччӗр, вӗсен Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлес туйӑм яланах вӑйланса кӑна пытӑр.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр палӑк // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... bba%d0%ba/

Надежда Ильинична ачасем шкулта тарӑн пӗлӳ илччӗр тесе чӑннипех те нумай ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Шкул тарӑн пӗлӳ парать, ачасене аталанма пулӑшать // Татьяна Максимова, Сергей Наумов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%88%d0%b ... %b0%d0%bd/

— Ирӗк парсам, Укаслу-полковник, ман хусахсем кӑшт вӗрентсе илччӗр ӑна.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Илччӗр.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кунта вара хӑвӑн чи ҫывӑх ҫыннусене хӑвар, вӗсем ҫармӑссен отрячӗсене кӗтсе илччӗр те эпӗ Мускав еннелле кайма хатӗрленнине пӗлтерччӗр.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Отрядсем туччӑр, ялсемпе хуласене хӑйсен аллине тыта-тыта илччӗр.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кирлӗ пулсан, хӑйсем илччӗр…»

Пусть сами себе покупают…»

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Эс пасарта ҫынсем ан илччӗр тесе ҫапла каланӑ-и?

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Кӗҫнерникун сирӗн шухӑша шута илччӗр тесе тӑрӑшмалла.

В четверг стоит приложить все усилия, чтобы ваше мнение максимально учли.

52-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Эпӗ пур сире, айвансене, хальхи пурнӑҫа аса илччӗр, малашне мӗнле пурӑнсан мӗнле пулассине туйччӑр тесе, юри ҫав кӗлмӗҫсене хам пата илсе каҫрӑм, юри хӑна турӑм.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Илччӗр ӑна вырӑссем, сирӗн патшана хӑваласа яччӑр, — хӑвӑрттӑн каларӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӳсчӗр-ха пӑртак, вӑй илччӗр, пурнӑҫ тути-масине ӑнланакан пулсан ак мулласене ҫеҫ мар, иҫниксене, хакимсене хӑвалама тытӑнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чикмере, уезд хулинче, Янтула пӗррехинче вырӑн сӗннӗ пулнӑ та, вулӑс кантурне мӗнле ан илччӗр ӑна?

Если его как-то еще в Козьмодемьянске рекомендовали в одно место, почему бы не взять в волостную контору?

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хутне те укҫине ҫех туртса ан илччӗр.

Только бы сохранить при себе бумагу да деньги!

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ара, паян тӑхӑр вунӑ ҫур пилӗк татса илччӗр, ҫитес ҫул тата ҫавӑн чухлӗ…

— А так: сейчас отрежут девяносто десятин, на будущий год — еще столько же.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗн кирлӗ — ҫавна илччӗр…»

Все, что хотят, пусть берут…

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех