Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтӗнмессерен (тĕпĕ: илтӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Стена витӗр кӳршӗсен алӑк сасси илтӗнмессерен вӑл шарт! сиксе пуҫне ҫӗклерӗ, кӑкӑрӗнчи сывлӑшне чарса итлесе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Урамра машина сасси илтӗнмессерен урама чупа-чупа тухать, кашни килекенех хапха умӗнче сӑра курки тыттарать.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Вӑл вӑрман варринелле чакса кӗчӗ те, унчченхи пекех шӑппӑн, кашни сас-чӗвӗ илтӗнмессерен чарӑна-чарӑна тӑрса, сулахаялла кайрӗ.

Коля попятился в глубь леса и пошел влево, по-прежнему бесшумно, замирая на месте при каждом звуке.

7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ҫара уран утни, ӳсӗрни, ассӑн сывлани, чӳречене перӗнни, хӗрарӑм кӗпи чӑштӑртатни илтӗнмессерен эпӗ вырӑн ҫинчен сике-сике тӑратӑп, вӑр-хурахла итлетӗп, — ун-кун пӑхкалатӑп, пӗр сӑлтавсӑрах пӑлханма тытӑнатӑп.

При каждом звуке босых шагов, кашле, вздохе, толчке окошка, шорохе платья я вскакиваю с постели, воровски прислушиваюсь, приглядываюсь и без видимой причины прихожу в волнение.

XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Экипаж иртсе пынӑ сасӑ илтӗнмессерен чӳрече патне чупса пыратӑп та, алтупанӗсем ҫине тӗренсе, хӑнасем килессе кӗтсе урамалла пӑхатӑп.

При шуме каждого мимо ехавшего экипажа я подбегал к окну, приставлял ладони к вискам и стеклу и с нетерпеливым любопытством смотрел на улицу.

XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Карчӑкланса кайнӑ мӑнаппӑшӗ чӳрече умӗнче чӑлха ҫыхса ларчӗ, тупӑ сасси илтӗнмессерен сӑхсӑха-сӑхсӑха илчӗ.

Старуха тетка сидела у окна, вязала чулок, после каждого орудийного выстрела крестилась.

LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех