Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтӗнме (тĕпĕ: илтӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑшал, пулемет, тупӑ сассисем те, пирӗн салтаксем «ура!» кӑшкӑрса атакӑна кӗнисем те юнашар пекех илтӗнме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Часах перкелешни, йытӑсем хӑрӑлтатни, нимӗҫсем ҫухӑрашни илтӗнме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, урамра ҫынсем кулни, шавлани илтӗнме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тӳпене тулли уйӑх ярӑнса тухрӗ, Парк енчен «Авалхи вальс» кӗвви илтӗнме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Тилли юррисенче кӑштах хуйхӑллӑ кӗвӗсем илтӗнме тытӑнаҫҫӗ: вӑл тӗмеске тӑпри ҫинчен те шухӑшласа илет.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тинӑпа кинемей ҫапла калаҫкаласа ларнӑ вӑхӑтра ҫывӑхрах шӑв-шав илтӗнме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫырма енчен ян та ян юра илтӗнме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫак вӑхӑтра урамра темӗскер питӗ хытӑ шаплатрӗ те, кӑшкӑрашнӑ сасӑсем илтӗнме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Ҫак асамлӑ самантра аякран-аякран ҫывхарса килекен канӑҫсӑр сасӑ илтӗнме пуҫларӗ — кӗтӳ тапӑра васкать тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

«Челюскин» ҫинче пурӑнӑҫ яланхи пекех пынӑ, анчах ванакан пӑрсем пыра-пыра ҫапӑнни, шатӑртатса ҫӗмӗрӗлни яланхинчен йӑвӑрах илтӗнме пуҫланӑ.

Жизнь на «Челюскине» идет, как всегда, хотя чаще, чем всегда, слышатся удары и треск ломающихся льдов.

«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хӗрарӑмсем каҫхине тем таранчченех, вӑрманта тискер кайӑк сассисем илтӗнме пуҫличченех, ӗҫлесе лараҫҫӗ.

Женщины работают до глубокой ночи, когда из леса уже доносятся голоса хищных зверей.

Негр ялӗнчи кун // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Йӗтемре те ҫав сӑмахсем илтӗнме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Яри уҫӑ спортзал алӑкӗнчен коридорпа чупса каякансен ури сассисем илтӗнме пӑрахсан та вӑрахчен тӑмарӗ Кирилл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

…Унтан сасартӑк ҫаксен килӗнче ырӑ мар шӑв-шав илтӗнме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Кунта темӗнле питӗ илемлӗ, тарӑн шухӑшлӑ, кӑшт хурлӑрах кӗвӗ илтӗнме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хӗрарӑм, йӗме пуҫланӑскер, лайӑхмарланнипе е урӑх темле сӑлтавпа трубкине хучӗ пулас — сасси илтӗнме пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Юлашки вӑхӑтра «плюрализм», «тӗрлӗшухӑшлӑх» тенисем час-часах илтӗнме пуҫларӗҫ пулсан ман шухӑша та хисеплемелле, эп мӗншӗн ҫапларах шухӑшланине ӑнланма тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унччен те пулмасть — пӳлӗмре пӗчӗк ача йӗнӗ сасӑ илтӗнме пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗрремӗш чӗпсен сассисем хуҫалӑхра ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче илтӗнме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш бройлерӗ» ӗҫлеме пуҫларӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60645

Анчах ку шӑплӑх нумая тӑсӑлмарӗ, кӗҫех унта та кунта ҫамрӑксен сасси, сменщиксен калаҫӑвӗ илтӗнме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех