Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтӗнеҫҫӗ (тĕпĕ: илтӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав тери илемлӗ юрӑсем илтӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Унта-кунта ҫеҫ шкул ачисем хапха умӗнче юр хыраҫҫӗ, чӳрече хупкӑчӗсене шӑлт-шалт уҫакан хӗрарӑмсем курӑнкалаҫҫӗ, шӑнса пӑрланнӑ хапха сассисем илтӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Петӗр чаршав умне тухса тӑрсанах, клубри халӑх алӑ ҫупма пуҫларӗ, унта-кунта сасӑсем илтӗнеҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хирсем ҫинче кунӗпе вӗлтӗртетсе ывӑннӑ ӑрша ҫухалсан, таҫти аякри сасӑсем уҫҫӑнрах илтӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Савӑнӑҫ ҫухалчӗ, юрӑпа ташӑ вырӑнне хурлӑ кӗвӗсем илтӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ушкӑн хушшинчен ҫав-ҫавах юнаса кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗвеле кӗтсе илмелле санӑн, — амӑшӗ калакан ӑшӑ сӑмахсем Куляна вӑл мечӗке инҫете тапма пултарнӑшӑн мухтанӑ пек илтӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Сӗм тӗттӗм каҫсенче унӑн путвалӗсенчен хӑш чух ҫынсем хӑрушӑ йынӑшнӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Апла пулсан, мӗншӗн-ха ҫак ҫара ҫурутравра пысӑк Баку хули сарӑлса ларать, мӗншӗн рельс ҫулӗсем нумай, темӗн вӑрӑмӑш тавар поезчӗсем ҫӳреҫҫӗ, мотор сассисем илтӗнеҫҫӗ?

Но почему на этом пустынном полуострове раскинулся большой город Баку, проложено много рельсовых путей, длинными вереницами тянутся товарные поезда, стучат моторы?

Кавказра нефть кӑларни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кайӑксем шӑхӑртнисем, хӑш чухне вӗсем кушакла мяуклатнисем илтӗнеҫҫӗ.

Слышался свист, а иногда похожий на мяуканье крик птиц.

Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

«Ҫавӑ ҫеҫ» тенӗ сӑмахсем «халӗ кайма пултаратӑр» тенӗ пек илтӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Епле уҫӑмлӑн илтӗнеҫҫӗ хӑшпӗр чухне тӗлӗкри сӑмахсем.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Лайӑххӑн ҫутӑлса ҫитеймен чухнехи пек тӗксӗм тавралӑхра сасӑсем теме пырса тӑрӑннӑн — уяртма пӗлмен ҫанталӑка пула вӗсем те шӳсе кайнӑ, тейӗн — кӗскен те хуппӑн кӑнт! кӑнт! илтӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сӑмаххисем те илтӗнеҫҫӗ кӑштах: — Пӗлетне, Дима, — тет Тоня хуллен, — Оля паян икӗ урок хыҫҫӑнах шкултан тарса килнӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тахӑш енчен сӑвай ҫапакан коперсен сассисем илемлӗн ылмашӑнса илтӗнеҫҫӗ: тӳнк-тӳнк-тӳнк! тӳнк-тӳнк-тӳнк!

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Йӑмрасем ҫинчи кураксен сассисем, ҫурт хӗрринчи пӑр катӑкӗсем чӑнкӑртатса ӳкнисем уҫҫӑн илтӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Таҫта ҫитиех илтӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тупӑ сассисем кӑшт ҫеҫ илтӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Унта та кунта чик-чик! чӑв-чав! тенӗ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кусем — хӗрлӗ хӗреслӗ машинӑсем, вӗсенчен йынӑшнӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех