Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтӗнех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унччен те пулмарӗ — ҫывӑхрах йытӑ ҫурин шӑнкӑрав пек сасси илтӗнех кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хӗрпе йӗкӗт ҫапла калаҫса пынӑ хушӑра ура сасси илтӗнех кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Нина: «Эй тамаша, ҫутӑ кунра ҫук чунпа пуплеше пуҫларӑм. Аташатӑп, ӑсран тайӑлтӑм пулмалла. Мӗн тӑсмалли, часрах пӗтерес ку ӗҫе», — тесе кармашнӑччӗ кӑна туратран ҫакланма, ҫав хушӑра ун ҫурӑмӗ хыҫӗнче ҫын сасси илтӗнех кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Анчах вӑл шыв ӗҫме выртнӑ кӑна, хыҫалтан лаша ури сасси илтӗнех кайнӑ.

Только прилег он пить, слышит — затопало сзади.

5 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Унччен те пулмасть, сасартӑк алӑка шакканӑ сасӑ илтӗнех каять.

Вдруг слышат он, кто-то постучался в дверь.

Пӳрнеккей // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Килӗнчех-ши вӑл паян тесе шухӑшласа пыратчӗ вӑл, ҫав самантра ӑна пӗр сасӑ илтӗнех кайрӗ:

Если, конечно, тот дома, и тут услышал за своей спиной:

X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Телейсӗр Огняновӑн кун-ҫулӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑшӑн пурте чӗререн кулянчӗҫ: вӑл вилнӗ тенӗ хыпар ӑҫтан килнӗ унтан илтӗнех тӑчӗ.

Все в один голос оплакивали судьбу несчастного Огнянова; слухи о его смерти приходили отовсюду.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех