Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак вӑхӑтрах кӗвӗ уҫӑмлӑн янӑрама пуҫларӗ; ҫынсен ушкӑнӗн кӑнтӑрлахи кӗрлевӗ, ҫыран хӗрринчен илтӗнекенскер, параппан сассине ҫеҫ хӑварса пӗрре хуплать, унтан вара каллех янӑрама ирӗк парать, унтан ҫав кӗвӗ шыв тӑрӑх уҫӑмлӑн сапаланать; ҫапларах калатчӗҫ-и-ха: «хӑлхара янӑрать».
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Пуринчен ытла икӗ арҫын сасси хытӑрах янӑраҫҫӗ: пӗри — хулӑн та хуллен илтӗнекенскер, виҫҫӗмӗш участокри Некрасов инженерӑн, тепри — ҫинҫе, янӑравлӑскер, тӑваттӑмӗш участокри Мельников инженерӑн.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫамрӑк та вӑйлӑ сасӑ, инҫетрен ҫемҫен илтӗнекенскер, юрату ҫинчен, телей ҫинчен, анлӑ тавралӑх ҫинчен юрлать, ҫав сасӑсем вара, садӑн мӑран пӑшӑлтатӑвне путарса каҫ шӑплӑхне сарӑлаҫҫӗ.
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Тепӗр сасӑ, ытларах тискер кайӑк мӗкӗрнӗ евӗр илтӗнекенскер, башня тӑрринчен ҫапла ответлерӗ:
II // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Хӗрарӑмӑн сасси те, килте пур ҫӗрте те илтӗнекенскер, унӑн йӑрӑс ӳт-пӗвӗпе Таня ҫине яланах ачашшӑн пӑхакан кӑмӑллӑ пит-куҫӗ те, ашшӗн кӗрнеклӗ кӗлетки те, унӑн яланах диван ҫинче выртакан ӗне тирӗнчен тунӑ сарлака чӗн пиҫиххийӗ те, вӗсем пурте вылякан пӗчӗк бильярд та.
VII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
— Макарӑмҫӑм, чӑнах-и? — Лушка сасси, тин кӑна вӑраннипе ӑшшӑн илтӗнекенскер, савӑнӑҫлӑн чӗтренсе илчӗ…— Макарушка, взаправди? — Голос Лушки, теплый спросонок, дрогнул радостью.
13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
- 1