Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтес (тĕпĕ: илт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑлхаллӑ хӗвел, темскер илтес пек, сиввӗн пӑхать шӑнса кӑвакарнӑ ҫӗр ҫине.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗтӗм ял вилнӗ пек ҫывӑрнӑ вӑхӑтра пӳртре кӑшкӑрнине никам илтес ҫука аса илсе, ку шухӑша каллех сирчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ятне илтес килет-и?

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анне сӗчӗпе ӑша илнӗ сӑмахсене илтес килет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Эп сире Степнова йӑтса килнӗшӗн ятламастӑп, — терӗ сӑмах май Анюта, — ҫакна ҫеҫ каласшӑн: усал ҫынна темле ырӑ тусан та, унран лайӑххине илтес ҫук.

Куҫарса пулӑш

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Виктортан вӑл хӑйӗн ҫав тери илтес килнӗ сӑмахсене нихҫан та илтес ҫук.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫаксем ҫинчен калаҫнӑ чух Лиза пӗрмай унӑн куҫӗсенчен пӑхнӑ, вӗсем халех ҫуталасса, вӑл унран мӗн илтес тенине каласса шанса тӑнӑ…

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Оля ҫаксене питӗ лӑпкӑн, уҫӑ кӑмӑлпа каларӗ, анчах Завьяловӑн урӑх сӑмахсем илтес килчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпар илтес е тӑшманпа тӗл пулас хӑрушлӑх пур.

К сожалению, во второй половине периода, есть вероятность получить плохие новости или встретиться с врагом.

31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Малашлӑхра тӗрӗс йышӑну тума пулӑшакан информаци илтес шанчӑк пур.

Велика вероятность получения информации, которая впоследствии поможет принять нужное решение.

28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Саня, ҫулҫӑ чӑштӑртатнипе те пулин илтес тесе, пӑшт пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Ҫак сӑмаха илтес ӗмӗтпе килнӗ те эпӗ сирӗн пата!

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Савӑнса пурӑнас чух, тав тунине илтес чух!

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тӗрӗс сӑмаха илтес килменрен.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӳрех ыйтма-чӑрмантарма хӑяйманнисӗр пуҫне, ҫак шавлӑ та хӗвӗшӳллӗ вырӑнта мӗн пулса иртнине курас, мӗн калаҫнине илтес кӑмӑл та пысӑк-ха манӑн — ҫав кӑсӑкӑма пула та, ак ӗнтӗ, ларатӑп унталла-кунталла пӑхса, кашни сӑмаха хӑлхана чиксе.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тарановӑн экстремист ята илтес килмест-ха…

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эх, эсӗ ҫавӑнта шӑпчӑксем юрланине илтес пулсан!

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Халӗ калавӑн иккӗмӗш пайне (вӑл пуҫламӑшӗнчен пуҫланӗ ӗнтӗ) илтес тенипе тата пӗр-пӗтӗмле калавне хӑйне те пӗтерес тесе, каллех паянхи кун ҫине куҫас пулать.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Кам та пулин хистемен-ши ӑна, мӗнле те пулин пуҫлӑх, аслӑраххисем умӗнче ырӑ ят илтес тесе аптратса ҫитермен-ши?

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«И-и-и, йытти епле хамлатать те, ара, хурахсем килсе пусса кайсассӑн та илтес ҫук Савантер!» — ҫаплах мӑкӑртатрӗ Атей.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех