Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтерчӗ (тĕпĕ: илтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Володя аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Шурӑна ҫухатнӑ, Нина Васильевна вара мана темшӗн Шурӑна аса илтерчӗ, апла пулсан, эпӗ ӑна та ҫухатмалла…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Светлана Павловна ҫак цифра малтан пӗчӗкрех пулнине аса илтерчӗ, анчах конкурс йӗркелесе укҫа перекетленине кура тата 14 лифта улӑштарма май тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Парӑмсем чӑрмав кӳреҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/paramsem-charmav-kyrecce

Олег Николаев ҫавӑн пекех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ывӑлӗ-хӗрӗ, хӳтлӗх кирлӗ ҫемьесенчи ачасем тӗлӗшпе уйрӑмах тимлӗ пулмаллине аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

— Пиччӳн ҫырӑвне ҫухатнине мантӑн-им? — аса илтерчӗ ҫиллессӗн.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Ас тӑватӑн-и, сана кӗнекесем пухма пулӑшнине? — аса илтерчӗ хӗрачана.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хуткупӑсӑн ҫепӗҫ те ачаш сасси ӑна яланах телейлӗ кунӗсем ҫинчен: Микулана чунтан юратнине, ӑна качча тухса ырӑ курнисене аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тюрек Мамед Оглы, — аса илтерчӗ Богданов.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку юрӑ ӑна Микула ӗҫрен киле таврӑнсан пуянсене хирӗҫ кӗрешекен паттӑрсем ҫинчен каласа панисене аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ахӑртнех, Илья Никонорович ӗҫтерсе ӳсӗртсе эрех илтерчӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куна пире вӗрентекенӗмӗр тепӗр хутчен аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Ҫакна пӗлнӗ пекех, анне каллех пӗлтӗрхи сурӑхсене усрани ҫинчен аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Вӑл 100% танлашакан ҫӑмӑллӑхпа инвалидсем, Геройсем, СВОна хутшӑнакансем усӑ курнине аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

50% — сахал-и е нумай-и? // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/50-sahal-i-e-numay-i

Мария Ивановна Вӗҫелиса Лександра качча тухма темиҫе хут та аса илтерчӗ, сӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Анатолий Семенович хӑй кунта виҫӗ кунлӑх ҫеҫ килнине пӗлтерсен, Хӗрӳ Хӗветӗр кӗркуннехине аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Апла пулсан эпӗ хӗвеле антарма ыйтни пирки, — аса илтерчӗ Пӗчӗкҫеҫ принц: вӑл панӑ ыйтӑва нихӑҫан та манмасть.

— А как же заход солнца? — напомнил Маленький принц: раз о чем-нибудь спросив, он уже не отступался, пока не получал ответа.

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ниме тӑман япала пек, пӗр хӗрхенӳсӗр аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах халӗ Симонюк аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтӗр 5-9-мӗш классенче вӗренекен 3,3 пин ытла ача республикӑри паллӑ вырӑнсем тӑрӑх тӳлевсӗр турсенче пулнине аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ юпа хушшинчи аташу // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/ike-yupa-hus ... chi-atashu

Министр ҫак кунсенче федераци уйӑракан укҫапа ҫыхӑннӑ контрактаци ӗҫне вӗҫлес енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлемелли ҫинчен аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ цифрӑсем киревсӗррипе кӗрешессине вӑйлатма хистеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/hurlahla-cif ... a-histecce

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех