Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтерме (тĕпĕ: илтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗре ҫине тӑрса тӑн илтерме тӑрӑшсан та Лариса хӑйӗн ҫынна тӳрех путарса /ун ӑнлавӗпе/ хума пултаракан «лайӑх» сӑмахсене ҫӑвартан кӑларса пӑрахасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ӗҫ ку эрнере лӑпкӑ пырӗ, ҫапах тахҫанхисем хӑйсем пирки аса илтерме пултарӗҫ.

Рабочие дела на нынешней неделе войдут в более спокойное русло, хотя бурные всплески прошлого могут еще напомнить о себе.

42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑл приоритетлӑ отрасльсенче чи хӑватлӑ сервиссене тума, цифра трансформацине вӑй илтерме витӗм кӳрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен икӗ банкпа килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳсем алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/16/chav ... i-pirki-ki

Тӗлӗнмелле ҫӗнӗ япаласем ҫинчен калама шутламастӑп пулин те, театрти мӗн пур асамлӑха чӗрӗ ҫынсем туни ҫинчен аса илтерме кирлех.

Куҫарса пулӑш

6. Драма ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Пӗрремӗш ҫулхине Чӑваш Енре энергетика комплексне аталантарса вӑй илтерме 123 млн тенкӗлӗх инвестици хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/ches ... rd-tenke-i

Автомобиль аккумуляторне тулса ҫитме ҫур сехете яхӑн иртӗ, машинӑна кӑштах вӑй илтерме темиҫе минут та ҫитет.

До полной зарядки автомобильного аккумулятора необходимо около получаса, для подзарядки машины же достаточно и нескольких минут.

Кӳкеҫре электрозаправка уҫӑлнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33925.html

Эс пире кӑмака купалама вӗрентнӗччӗ, — аса илтерме тӑрӑшрӗҫ лешсем.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗнтӗ вӑл никама та сапантуйра кӗрешекен паттӑра аса илтерме пултараймарӗ, киле пурнӑҫра пӗтӗм шанчӑкне ҫухатнӑ мӗскӗн ҫын евӗрлӗ ҫеҫ сӗнкӗлтетсе таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Малтан эсӗ урӑхла каланӑччӗ, — аса илтерме хӑтланнӑ прапорщик, — ҫавна тепӗр хут кала.

— Ты же сначала по-другому говорил, — напомнил прапорщик, — Повтори еще раз!

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мултиер ӑна аса илтерме тӑрӑшать.

Мульдиер помогает ему вспомнить:

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Килне пӑрахса каясшӑн-и?» — аса илтерме хӑтланать Салакайӑк.

— Мученье с ней? — пытается угадать мысли головы Салагаик.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ах, тарӑн касӑлнӑ ҫӗре Ут илтерме лартаймӑн саплӑк.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чӑваш Республикине 2025-мӗш ҫулччен аталантарса пымалли социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑна вӑй илтерме палӑртнӑ Комплекслӑ программӑпа та чылай тӑрӑшма тивет тесе каланӑ регион Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкар хулин ҫӗнӗ пуҫлӑхне саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/10/19/chva ... -hulin-cen

Мӗн пулнине аса илтерме ҫеҫ кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗҫрен вӑл ыттисенчен маларах пушанчӗ та Хусан пирки аса илтерме тӳрех Ахтупай патне чупса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Радикулит хӑйӗн пирки аса илтерме пултарать.

Возможно обострение радикулита.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сывлӑх тӗлӗшпе тимлӗ пулӑр: вӑраха кайнӑ чирсем хӑйсем пирки аса илтерме пултараҫҫӗ.

Обратите внимание на здоровье: велик риск обострения хронических заболеваний.

3-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тахҫанхи тус-юлташа хӑвӑр пирки аса илтерме вӑхӑт тупӑр.

Найдите время напомнить о себе давним друзьям.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чир-чӗр хӑйӗн пирки аса илтерме пултарӗ.

Велик риск обострения недугов.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑраха кайнӑ чирсем хӑйсем пирки аса илтерме, ҫӗннисем йӑл илме пултараҫҫӗ.

Возможно как обострение хронических заболеваний, так и появление новых.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех