Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтейместӗн (тĕпĕ: илт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй вӑл вӑтӑра та ҫитмен, анчах вӑрман хуралӗнче пурӑнса ватӑлнӑ ҫынран та чӗмсӗртерех, талӑк пӗрле ҫӳресе те унран вунӑ сӑмахран ытла илтейместӗн.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ун юррине эс нихҫан та илтейместӗн.

Куҫарса пулӑш

Тусне тупрӗ-ши? // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 31–32 с.

«Эх, савнӑ хӗрӗм, пӗтертӗн-ҫке эсӗ мана, курас ҫук ӗнтӗ санӑн илемлӗ сӑн-сӑпатна, илтейместӗн те эс ман сӑмахсене, вилессе те халь эпӗ вӑхӑтсӑрах вилсе выртатӑп».

«Погубила ты меня, моя красавица возлюбленная, не видать мне больше твоего лица распрекрасного, не захочешь ты меня даже слышати, и пришло мне умереть смертью безвременною».

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Кунта, ылханлӑ тӗттӗм кӗтесре, нимӗн ҫинчен те илтейместӗн… — пурин кӑмӑлне те пӗлтерчӗ Баранкевич.

Здесь, в этой проклятой глуши, ничего не узнаешь… — выразил общее желание Баранкевич.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Кун ҫинчен эсӗ манран урӑх пӗр сӑмах та илтейместӗн.

Слова об этом больше от меня не услышишь.

XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ашшӗнчен тата кӳршӗсенчен «Степан» тесе чӗннине илтейместӗн.

Из-за него и от соседей «Степана» не дождешься.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Атту пирӗн хӑшпӗр политработниксем ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче: «Салтаксем хушшинче мӗнле политикӑллӑ ӗҫ тӑваятӑн, унта хӑвӑн сассуна ху та илтейместӗн вӗт?» теҫҫӗ.

— А то у нас некоторые политработники во время боя говорят: «Какую политработу можно проводить среди солдат, когда своего голоса не слышно?»

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫак ҫӗршывра, йывӑҫ сулхӑнӗсемпе роза тӗмӗсем ҫукран пулӗ, шӑпчӑксен юррисене те илтейместӗн, анчах ун вырӑнне мӗн чухлӗ путене унта!

Соловьев тоже не слыхать в том краю, может быть оттого, что не водилось там тенистых приютов и роз; но зато какое обилие перепелов!

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Иртсе лар» тенине илтейместӗн.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче шайӗнчи Мӗтри мучи // Юрий Яковлев. Хыпар, 1995.12.19

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех