Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнинчен (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй вара, эпӗ ҫавӑн пек температурӑпа та сывӑ ҫын пекех чип-чиперех ларнинчен тата вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн кулкаласа илнинчен тӗлӗнсе-ши, мана пӗр самант хушши куҫран пӑхса тӑчӗ, унтан, хӑйӗн чӑрсӑрлӑхӗнчен вӑтаннӑ пек пулса, сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ, пуҫне усрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Аса илнинчен, ачалӑха сӑнланинчен пуҫланӑ нумайӑшӗ литература ӗҫне.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Вырӑнти дехкансем питӗ аван кӗтсе илнинчен хӗрлӗ армеецсем питӗ тӗлӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл халӗ хӑй тавҫӑрса илнинчен хӑй те хӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Апат пахалӑхӗ ӑна хӑш вӑхӑтра акса хӑварнинчен те, пуҫтарса илнинчен те нумай килет, — пӗлтерчӗ «Победа» хуҫалӑхӗн председателӗ Валерий Ефремов.

Куҫарса пулӑш

Техника кӗрлет уйра — ӗҫ вӗрет хуҫалӑхра // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%82%d0%b ... %85%d1%80/

Фашистсен полковникне Тарас Янеев рядовой тыткӑна илнинчен пӗтӗм Карели фрончӗ тӗлӗнчӗ, пӗр уйӑх хушши ҫак ӗҫ ҫинчен тӗрлӗ тӗслӗ калаҫрӗҫ, легенда та туса ячӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Сӑмах-юмах пирӗн ачалӑхпа ҫамрӑклӑх ҫулӗсене аса илнинчен пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Пӗрер сӑмахӑн, пӗрер сӑмахӑн перкелешсе илнинчен асар-писер тавлашу пуҫланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ан ҫулӑх, — терӗ Северян хӑйне палласа илнинчен самай хӑраса ӳксе.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анушка ашшӗн ку сӑмахӗсенчен тата вӑл ҫак сӑмахсене калана май ҫаврӑнса амӑшӗ ҫине сивӗреххӗн пӑхса илнинчен тӗлӗнсех кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун сӑмахӗсем ӗненмелле тухмарӗҫ, мӗншӗн тесен Урасметпа Элентей пӗр-пӗрне куҫ хӗссе илнинчен Альпи вӗсем темле усал шухӑш тытнине сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав тери пысӑк инҫӗшӗн ҫак тапӑнӑвӗ ҫил алӑри сӑмса тутрине туртса илнинчен те хӑвӑртрах пулса иртрӗ.

Это наступление громадного расстояния произошло быстрее, чем ветер вырывает из рук платок.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Гент ӑнланать: караван йӗркелес тӗлӗшпе хӑй тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленине пӑхмасӑр Хаким услам самаях тунӑ; Гент ҫакӑншӑн савӑнать ҫеҫ, мӗншӗн тесен илнинчен ытларах пама юратать.

Гент увидел, что Хаким, несмотря на свою честность в смысле организации каравана, остался в хороших прибылях; Гент был рад этому, так как любил давать больше, чем получать.

XVIII. Ливингстонпа сыв пуллашни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Анчах теплерен пӗрре йытӑ юлхавлӑн лӗвлетсе илнинчен е хӑшӗн-пӗрин ҫенӗк алӑкӗ уҫӑлса хупӑннинчен мӗнех пӗлӗн-ши.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑмакун час-часах юхтаракан Кудрявцева Мария гражданкӑпа айӑпа кӗни, ҫавна май хӑине Калюков алла ҫавӑрса илнинчен пуҫласа паян милйцие чӗнсе килнӗ таран пӗтӗмпех тӗплӗн ҫырса панӑн туйӑнчӗ Оглоблин.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йысна куҫӗ халӗ те чӑл-чал тукаласа илнинчен вӑл ӑна ҫав-ҫавах шанманнине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах пичӗ унӑн ашшӗнни пек йӑвашскер мар, сӑмса ҫунатти еплерех вылянинчен, ҫӳхе тута пӗрӗнсе-чӑмӑртанса тӑнинчен, тӗксӗм камерӑра хуран курӑнакан куҫӗ тӑрсан-тӑрсан йӑлтӑртатса илнинчен ҫынни ку хытти-хурине самаях тӳссе ҫирӗпленме ӗлкӗрнине туятӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хупӑрласа илнинчен ҫӑлӑнса тухма тӑрӑшса ҫарсем арман пӗви урлӑ каҫма шутланӑ, анчах артиллерирен персе тӑнипе арманӗ ҫунма пуҫланӑ, ҫул татӑлнӑ.

Войска, прорываясь из окружения, устремились через мельничную плотину, но мельница загорелась от артиллерийского огня, путь оказался отрезанным.

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Козуба ыталаса илнинчен Курак аран хӑтӑлчӗ.

Грач вывернулся из медвежьих объятий Козубы:

ХLII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Ашшӗ ҫапла кӗтсе илнинчен тӗлӗнсе, вӗсем пӗр хусканмасӑр пуҫӗсене пӗксе тӑраҫҫӗ.

Они были очень смущены таким приемом отца и стояли неподвижно, потупив глаза в землю.

I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех