Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илмесӗр (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл тӗпелелле иртмен, алӑк янаххи ҫумне таяннӑ та нимӗн хускалмасӑр, Петр Петрович ҫинчен куҫне илмесӗр тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Ҫапах та, пирӗн журналсемпе хаҫатсенче уйӑхран уйӑха пичетленсе пыракан калавсемпе очерксене илмесӗр, уйрӑм кӗнекесемпе тухнӑ произведенисене асӑнса хӑварасах килет.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Йывӑҫсене саккуна пӑсса кассан (тепӗр май каласан, ятарлӑ ирӗк илмесӗр хуҫалансан) административлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ ҫеҫилсе килтӗр // Владимир ГЛУХОВ. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d1%83%d1% ... 82e%d1%80/

Урине вожатӑй ҫине куҫ илмесӗр пӑхса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Апуҫ текенскер вара куҫ илмесӗр ӑна пӑхса тӑрса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Берлина илмесӗр чарӑнас ҫук эпир, унсӑрӑн лӑпланас ҫук вӑрҫӑ вучӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эс пӗлетӗн-им вӑл ҫынна, атте? — икӗ ывӑлӗ те тӗксӗм ҫутӑра ашшӗ ҫинчен куҫ илмесӗр пӑхса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сана унта, клубра, паҫӑрах хура хӗр кӗтсе ларать, — картсем ҫинчен куҫне илмесӗр мӑкӑртатрӗ Укань.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗрлештерӗп эпӗ Кулюккапа иксӗре, — сиввӗн тавӑрса хучӗ те Ҫимун, хӑрах аллине суранӗ ҫинчен илмесӗр, пахчасем урлӑ урамалла чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйӗн ывӑлӗсем те танкистсем пулнӑран куҫ илмесӗр пӑхать вӑл Макҫӑм ҫине.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эрхипен пуҫне ҫапса лапчӑтма тупа тунӑскер, тепӗр куннех ялти ик-виҫ ӑҫти-ҫук ҫапкаланчӑк качча ӗҫтерсе ӳсӗртрӗ те Эрхиппе Улькана вӑйӑра куҫ илмесӗр сӑнама хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсир куҫ илмесӗр сӑнаса тӑрӑр.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан куҫне илмесӗр вырӑс хӗрарӑмӗ ҫине пӑхса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм, улшуҫ ҫинчен куҫне илмесӗр сӑнанипе, лешӗ инҫех те каймасӑр чарӑнса тӑнине курсан: «Йӗксӗк пуҫӗ темерӗщ лашана нимпе те вӗҫертесшӗн мар. Апла тесен, хуҫи ыйтнӑ хака тӑракан лаша-ха ку», — шухӑшласа илчӗ те: — Аллӑ тенкӗ терӗн-и-ха? — Ӗҫченлӗрех курӑнма тӑрӑшса, малалла каларӗ Макҫӑм, — эпир те санашкалах нушаллӑ ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак ӗҫе эпӗ кӑшт уҫӑлнӑ алӑкпа иконостас хушшинчи хушӑк витӗр куҫ илмесӗр пӑхса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Те кӑтарту хӑмине курмасӑр, те ӑна шута илмесӗр, ятарлӑ ҫул ҫук пӑр ҫине кӗрсе кайнӑ автомашина виҫӗ пулӑҫпа тата шоферпа путнӑ хыҫҫӑн кунта виҫӗ-тӑватӑ ҫула яхӑн никам та хӑйӗн «хӑюлӑхне» кӑтартманччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

— Эпир выҫӑ мар, мучи юмах ярса парӗ-ши терӗмӗр те, — сӑмах чӗнчӗ Юркка чукун ҫинчен куҫне илмесӗр.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Хӑпарса илмесӗр те.

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Йӑкӑнат кунта хӑйне хӑрушлӑх кӗтессе ӑша та илмесӗр шӑхӑркаласа утнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗрарӑм ҫине куҫ илмесӗр тинкереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех