Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илесшӗнччӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ӑна йӑпӑр-япӑр ярса илесшӗнччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ыталаса илесшӗнччӗ ӑна пиччӗшӗ, анчах ҫемҫе тӳшек ҫине выртрӗ те ӑшӑнса ҫывӑрса та кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аттен ылтӑнне санран вӑрттӑн илесшӗнччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эпӗ ҫӑнӑхӑн илесшӗнччӗ, — астутарчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна района та илесшӗнччӗ, анчах унта кайма килӗшмерӗ, мӗншӗн тесен Мамарланов карьерист мар, ӗҫ тӑвас тесе шухӑшлакан ҫын.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӳсер председатель манпа урлӑ илесшӗнччӗ пуль-и, ҫук-и — пире калаҫма памарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тӗрӗссипе, вӑл хӑйӗн тӑван килӗнче пӗртен пӗр ывӑлне кӗтсе илесшӗнччӗ; мӗнле пулсан та, ывӑлӗ тӑван киле пӗр-пӗр кун килсе кӗрессе шанатчӗ, мӑнтарӑн.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Эсӗ тыткӑнра чух мана кӑрнатир пек арҫынсем илесшӗнччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Патша Адашев тухса кайнӑ чухне ӑна тытса чарса ыталаса илесшӗнччӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗ хам илесшӗнччӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир ӑна кӑштах кучченеҫлӗх илесшӗнччӗ, — ӑнлантарчӗ Хвелюк.

Мы хотели взять немного для подарка, — объяснила Хвелюк.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чупса кайса ыталаса илесшӗнччӗ ӑна сар пике — вӑтанчӗ!

Девушка с шумом распахнула дверь и хотела кинуться к любимому обнять — постеснялась.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук татах ӗҫмелли илесшӗнччӗ, Петӗр чарчӗ.

Ивук хотел было заказать еще водки, но Педер остановил его.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук ыйхӑ килнипе тарӑхса ӑна хӑтӑрса илесшӗнччӗ, чӳречесем еннелле пӑхрӗ те шӑпах пулчӗ: карнӑ-мӗн вӗсене.

Ивук спросонья хотел было отругать ее, но, увидев, что окна завешены, успокоился.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Вӑл мана тарҫа илесшӗнччӗ..»

— Он меня в работники хотел нанять…

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӳҫӗнчен ярса илесшӗнччӗ — тутӑрӗ сӗвенчӗ те кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эп ӑна чӗрӗлле тыткӑна илесшӗнччӗ, пулаймарӗ, тахӑшӗ чиксе пӑрахма ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Альпин Ухтепие хӗрхенсе тата пӑртак калаҫас кӑмӑл пурччӗ, вӑл Ятламаса: «Савнисӗр юлтӑн-ҫке, ватӑ каччӑ, халӗ мӗнле пурӑнатӑн ӗнтӗ?» — тесе те тӗртсе илесшӗнччӗ, анчах шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сехасин туй туса качча илесшӗнччӗ, патшалӑхра пӑтӑрмах пуҫланнипе хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен уйлаймасть-ха.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Облздрав заведующийӗ Иван Константинович Лукьянов Эльгеева хӑй патне илесшӗнччӗ санитарипе эпидемиологи уйрӑмӗн заведующийӗ вырӑнне.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех