Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илессишӗн (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
V Георг король вилсен унӑн ывӑлӗ — VIII Эдуард — Уоллис Симпсона качча илессишӗн престола йышӑнма килӗшмесен, патша пулма Альберт принца шанса панӑ.

Когда умер король Георг V, а его сын, Эдуард VIII, отказался от престола ради женитьбы на Уоллис Симпсон, королем стал принц Альберт.

VI Георг // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/VI_%D0%93%D0%B ... 1%80%D0%B3

Доктор диссертацине университетра пӗрремӗш хут 1920 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче хӳтӗленӗ, чӗлхе пӗлӗвӗ енӗпе степень илессишӗн А. Шанидзе явап тытнӑ.

Первая защита докторской диссертации в университете прошла 9 мая 1920 года, соискателем степени по языкознанию выступил А. Шанидзе.

Тбилиси патшалӑх университечӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B1%D ... 1%87%D3%97

Предприятисем, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерсе, Тӑван ҫӗршыв валли продукци ытларах кӑларни, унӑн хӑй хакне йӳнетсе пыни, автоматизаципе механизаци, резервсемпе тата малта пыракансен опычӗпе туллин усӑ курни, перекетлӗхшӗн кӗрешни, ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫе вӑйлатни, коммунизмла ӗҫ коллективӗсен ятне илессишӗн кӗрешни, коммунизмла ӗҫ ударникӗсен кулленхи пурнӑҫӗ, ҫичӗ ҫуллӑх ҫыннисемпе вӗсен ӗҫӗсем — ҫаксем пурте передачӑсенче тӗп вырӑн йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

КПСС XXII съездне тивӗҫлипе кӗтсе илессишӗн республикӑра социализмлӑ ӑмӑрту чи малтан Шупашкарти пир-авӑр тӗртекенсем, Канашри вакун юсакансем тата Совнархозӑн иккӗмӗш стройтрестӗнче ӗҫлекенсем пуҫарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Халӗ акӑ тепӗр тӑмсай — Гитлер — хӑйӗн кӳршин, Наполеонӑн шӑпи ҫинчен манса кайнӑ ахӑр, ҫав меслетпех пирӗн ҫӗре тытса илессишӗн талпӑнать.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Спортӑн ҫак тӗсне юратакансем шахбокс енӗпе тӗнче чемпионӗ ятне ҫӗнсе илессишӗн вӑй виҫӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫӗнӗ Шупашкар» ятарлӑ экономика зонин резиденчӗсемпе пӗрремӗш килӗшӳсем юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тӑвӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/18/n-sh ... idenchesem

Вӑл, нумай вӗреннӗскер, ӗҫчен те пултаруллӑскер, чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне тӗплӗнрех ӑнланса илессишӗн ҫуннӑ, унӑн ӗмӗчӗ-шухӑшӗпе пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Велоспортӑн маунтинбайк тӗсӗпе Комсомольскинче РФ тава тивӗҫлӗ тренерӗн В.Красновӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн иртнӗ турнир та нумай спортсмена пуҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки – куллен-кун чи кирли // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d1%81%d1%8 ... %80%d0%bb/

Ҫавӑн пекех ҫак кунсенче республикӑн тӗп хулинче Уфа администрацийӗн пуҫлӑхӗн Кубоклне илессишӗн XII-мӗш корпораци вӑййисем иртеҫҫӗ.

Также в эти дни в столице республики пройдут XII летние Корпоративные игры на Кубок главы Администрации Уфы.

Уфари Физкультурник кунӗнче массӑллӑ мероприятисем иртеҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... te-3382262

Ачасем «ҫуллана» чи лайӑх пӗлекен ҫын ятне илессишӗн ӑмӑртнӑ.

Ребята соревновались на звание лучшего знатока «лета».

Ҫирӗклӗре ҫуллахи кану площадки стартланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... an-3378818

— Тӑватӑ-пилӗк пин илессишӗн ҫав нушана курма и?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Халь те куҫ умӗнче пысӑк Хинган сӑрчӗсем, асран тухмаҫҫӗ Ванемяо, Солунь хулисене илессишӗн ҫапӑҫнисем.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Андрей Чернов, 4-мӗш юсанмалли колонин хурал пайӗн кинологи уйрӑмӗн аслӑ инструктор-кинологӗ, «наркотиксене шырасси тата тупса палӑртасси» тупӑшура ӗҫтешӗсемпе чи маттуррин ятне илессишӗн тупӑшнӑ.

Андрей Чернов, старший инструктор-кинолог кинологического отделения отдела охраны исправительной колонии № 4, соревновался с коллегами за звание лучшего в состязаниях «поиск и обнаружение наркотических средств».

Чӑваш Енри кинологсем Мускав облаҫӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35026.html

Пӗрремӗш вырӑна ҫӗнсе илессишӗн пирӗн спортсменсем «Форсаж» ушкӑнпа пӑр ҫинче тӗл пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Следж-хоккей енӗпе турнир иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60502

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Кубокне илессишӗн пушарпа ҫӑлав спортне кӑмӑллакансем 3 кун ӑмӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушарпа ҫӑлав ӑмӑртӑвӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61155

Унта хутшӑнакансем Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗн Леонид Черкесовӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн тупӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Регбол турнирӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60526

Мӗншӗн тесен Петр Васильевич хӑйне валли мӗн те пулин хӑйпӑтса илессишӗн хыпса ҫунмасть.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чи-чи лайӑххи те маттурри ята ҫӗнсе илессишӗн тӗрлӗ муниципалитетран килнӗ 26 вӗрентекен тупӑшать.

Куҫарса пулӑш

«Ҫулталӑк вӗрентекенӗ 2023» конкурс пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60571

Ертӳҫӗсем ку ӗҫе вырӑнти хыснаран укҫа ӗҫлесе илессишӗн мар, ял-йыш валли ҫул уҫӑ пултӑр тесе пурнӑҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

Унтан «Канаш» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн ҫӑмӑл атлетика эстафети старт илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эстафета спортсменсен пысӑк йышне пуҫтарчӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d1%8d%d1% ... 83c%d1%82/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех