Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илемӗ (тĕпĕ: илем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пур мӑйлӑ кӗпесен те тӗп тӗшши, чӑн илемӗ ⎼ кӑкӑр умӗ, кӗскӗ тӗррипе эрешленӗ пайӗ.

Куҫарса пулӑш

Самар Кукри чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫавна май капӑр тумӑн йӑла-йӗркери пӗлтерӗшӗ майӗпен чакса пынӑ; унӑн тытӑмӗ, ӗренки, илемӗ улшӑннӑ, пӗрчӗллӗ тӗрӗ ӑсталӑхӗ манӑҫа тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

2006 — «Усал илемӗ».

2006 — «Очарование зла».

Досталь Николай Николаевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

Унсӑр пуҫне вӑл 2006 ҫулта тухнӑ Михаил Козаковӑн «Усал илемӗ» сериал сценарисчӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ.

Кроме того, он стал одним из сценаристов сериала Михаила Козакова «Очарование зла», вышедшего в 2006 году.

Досталь Николай Николаевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

Пирӗн ҫуркунне илемӗ ҫинчен эпир те ним те каламӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Шупашкарти ҫурхи кунсен илемӗ вӑл — сӑвӑсенче час-часах асӑнакан шӑпчӑкла сарӑ хӗвел кӑна мар, вӑл — чӗрӗ, сывлать, калаҫать, юрлать, сана куҫран пӑхать, макӑрать, юратать, ҫиленет.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Шупашкарти ҫурхи кунсен илемӗ ҫинчен нумай писательсем ҫырса кӑтартнӑ, пуринчен те ытларах — прозаиксем…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

2022 ҫулта вара республикӑри художество кӗҫҫин фестиваль-конкурсӗнче вӑл «Кӗҫҫе костюмӗ» номинацири пӗрремӗш степеньлӗ лауреатсенчен пӗри, ҫавӑн пекех «Хӗрарӑмлӑх илемӗ» аксессуарсен пухӑвӗн виҫҫӗмӗш степеньлӗ лауреачӗ пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Алӑ ӗҫӗ - питӗ лайӑх эмел // Неля САБАХОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... el-3645896

Вӗсенче тӑван чӗлхен илемӗ, вӑйӗ, пуласлӑхӗ пирки каланӑ вырӑнсем те сахал мар.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Нациллӗ колорит — вӑл нациллӗ литературӑн, искусствӑн сӑн-сӑпачӗ, илемӗ, ӑш-чикки.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Халь-халь куҫӗсем уҫӑлас пек, чечек сӑнӗ, илемӗ курӑнас пек силленсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Юрлаканӗ те, ҫырса илекенӗ те, Тилли пек пулмалла, ҫавӑн чухне тин юрӑсен вӑйӗ, илемӗ, кӗрнекӗ упранса юлӗ, халӑх патне тепӗр хут ҫитӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

…«Тилли юррисене» вулатӑн та савӑнса ҫапла калатӑп: ку юрӑсенче — тӑван халӑх юрри-сӑввисен тахҫантанпа пухӑнса пынӑ илемӗ, халӑх кӑмӑлӗ, ӑс-хакӑлӗ, чӑваш поэзийӗн хӑйне евӗрлӗхӗ, вӑйӗ, поэт ӑсталӑхӗ, тетӗн, вара ху каланӑ сӑмахсене ҫирӗплетсе пама, сӑлтавлама, ӑнлантарма тытӑнатӑн.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Кунта — тӑван халӑх поэзийӗн ӗмӗр сӳнми илемӗ, халӑхӑн ӗҫченлӗхӗ, ырӑ кӑмӑлӗ, мал ӗмӗчӗ-шухӑшӗ, ӑсталӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ах, ытла та чуна ҫӗклентерет-ҫке тӗнче илемӗ!

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫутӑлса ҫитнипе хӗллехи вӑрман илемӗ илӗртӳллӗн те асамлӑн курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑвӑр патӑрти ҫӗршыв илемӗ ҫинчен каласа пар мана.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑййа тухма пуҫласан, кӗлеткине хӗр илемӗ кӗтӗр тесе, кӑкӑрӗсем вырӑнне мӑкӑрӑлчӑксем туса ҫӗленӗ хӑю ҫыхса ҫӳретчӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вырӑнти пуплев илемӗ, сӑнарлӑхӗ тетӗп ҫакна.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Кампа кӑна калаҫман пуль эпӗ Турӑ ҫинчен: баптистсемпе те, ытти тӗн юхӑмӗн ҫыннисемпе те, анчах аннен пӗрремӗш сӑмахӗ, Тӑрӑн чиркӗвӗ, унта курнӑ пӗрремӗш асамлӑ служба, турӑшсен шайлашуллӑ ӗлккен илемӗ мана урӑх ҫулпа ямарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех