Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илемсемпе (тĕпĕ: илем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурнӑҫ вӗҫӗмсӗр сарӑлса пырать, куҫ умне кашни кунах тӗнчен ҫав тери пысӑк, халиччен пӗлмен, тӗлӗнмелле лайӑх енӗсем тухса тӑраҫҫӗ, ҫакӑ вара хӗрарӑмӑн вӑраннӑ выҫӑ чунне тӗнчери пуянлӑхсемпе, шутласа кӑларма ҫук илемсемпе тата ытларах та хытӑрах хавхалантарать.

Жизнь расширялась бесконечно, каждый день открывая глазам огромное, неведомое, чудесное, и все сильнее возбуждала проснувшуюся голодную душу женщины обилием своих богатств, неисчислимостью красот.

VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Ҫакӑн пек сехетсенче тӗп-тӗрӗс кӑтартакан тӗкӗр унӑн мӑнаҫлӑхпа тулнӑ сӑн-питне, куҫа шартарса ямаллах йӑлкӑшса тӑракан сӑн-питне, ачаш та ҫепӗҫ хулпуҫҫийӗсене, хӑйӗн ҫырӑ пуҫӗ ҫинчен ӳкнӗ тӗксӗм хум хӳтлӗхӗнчи мраморлӑ мӑйне пӗр ҫӗре пӗтӗҫтерсе кӑтартнипе кӗвӗҫтерет, кун пек чухне вӑл хӑйӗн эрешӗсене, урӑххисемпе улӑштарас тесе, пӗр хӗрхенмесӗрех, йӗрӗнчӗклӗн аяккалла ывӑтать, иртӗхет вӑл вӗҫӗмсӗр — тӗлӗнмелле илемлӗ юханшыв ҫулсеренех хӑйӗн тавралӑхне улӑштарать, хӑйне валли ҫӗнӗ ҫул суйласа илет те вара, хӑйне каллех нумай-нумай тӗрлӗ ҫӗнӗ илемсемпе ҫупӑрлать.

Часы, когда верное зеркало так завидно заключает в себе ее полное гордости и ослепительного блеска чело, лилейные плечи и мраморную шею, осененную темною, упавшею с русой головы волною, когда с презрением кидает одни украшения, чтобы заменить их другими, и капризам ее конца нет, — она почти каждый год переменяла свои окрестности, выбирая себе новый путь и окружая себя новыми, разнообразными ландшафтами.

I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех