Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ сире хамӑн пӗрремӗш повеҫе каласа кӑтартатӑп, авторӑн илемле ҫырма талант пур-и е ҫук-и, эсир ӑна пӗлместӗр-ха (сирӗн шутпа, илемлӗ ҫырма пултаракан писательсем ҫав тери нумай-ҫке!), ман ят сире илӗртес ҫукчӗ, ҫавӑнпа манӑн тӗлӗнтерекен япала ҫакнӑ вӑлта пӑрахмалла пулчӗ.
III. Умсӑмаx // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах хӑй ӗҫне лайӑх пурнӑҫлать, хаҫата малтанхи пекех хӑвӑрт та илемле калӑплать.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Ҫӑлкуҫ тӗпӗнче хайӑр, шывра аялти илемле яп-яка чулсем йӑлтӑртатса выртаҫҫӗ.Дно родника песчаное, и под водой блестят гладкие красивые камешки.
Ҫӑлкуҫсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Халӗ те, ҫутҫанталӑк ҫав тери илемле вӑхӑтра, ҫӗршывӑн ытарма ҫук хитре вырӑнӗсенче, кайӑксем юрланӑ самантра, ҫамрӑксем телейлӗн савӑннӑ сехетсенче, — «ӑҫта-ши ман Гаврик тусӑм» — тесе, эпӗ ӑна час-часах аса илетӗп.
Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.
Илемле иккен пирӗн ҫӗршыв…
Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.
Гаврик илемле ялта ҫуралса ӳснӗ иккен.
Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.
Ун вырӑнне, кайӑксен илемле юррисем чуна килентереҫҫӗ.
Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.
Чӑн пурнӑҫа та ӗмӗтри пек илемле тума ҫук-ши ӑна?»Неужели нельзя настоящую жизнь сделать такой, какую в мечтах видишь?
Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Стена ҫумӗнче ӑшчиккине ҫавӑрса кӑларнӑ кивӗ ҫӗмрӗк диван ларать, ҫитти вырӑнне ашӑк витнӗ, одеял вырӑнне — илемле, анчах темиҫе тӗлтен ҫунтарса шӑтарнӑ ковер татӑкӗ витнӗ.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Ачам, — терӗ мана Чубук хыттӑн, ҫав вӑхӑтрах пӑртак хӗрхеннӗ пек пулса, — вӑрҫӑ ӗҫне эсӗ ача вӑййи, е илемле ҫӗршывсем вырӑнне хуратӑн пулсан, халех калла килне кай!
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эсӗ илемле, илтӗнмелле вула, мӗн вӑкӑр пек мӗкӗретӗн.Ты читай, чтобы было благозвучно, а то ровно как бык ревешь.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫакна пӑхма калама ҫук илемле пулнӑ.
Синопа бизонсенчен хӑтӑлать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Унӑн хумхануллӑ сассине итлесе, вӑйлӑ та илемле сӑн-сӑпатне курса, пӗр вӑхӑтра Спартак та ӑна килӗштерсе пӑрахрӗ.взволнованный голос и решительный тон, полный глубокого убеждения, на мгновение очаровали Спартака.
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хули чанах та лайӑх ӗнтӗ: портиксем, базиликӑсем, форумсем, цирксем, катмар пысӑк амфитеатр (унӑн ишӗлчӗкӗ халь те пур), Италири чи илемле чиркӳсенчен пери, Аполлон чиркӗвӗ, — ҫаксем пурте хулана илем кӳрсе тӑраҫҫӗ.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Валерия Мессалӑран тепӗр енче Марк Деций Цедиций патриций ларать; ку — аллӑ ҫулсене ҫитнӗскер, ҫаврака уҫӑ питлӗ те хаваслӑ, илемле те туллискер; триклинири сӗтел хушшинче май килнӗ чух нумайтарах ларассине вӑл чи пысӑк телее хурать.
I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫакӑн пек илемле тавралӑх ҫинчен куҫа илме те йывӑр!
2. Ӗмӗрхи юрсен тӗнчинче // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Хама мӗн каланине итленӗ май, манӑн питӗм ҫине илемле, телейлӗ тата хампа хам кӑмӑллине палӑртакан тӑрлавсӑртарах кулӑ ирӗксӗртенех чечекленсе тухнине туйрӑм, кунсӑр пуҫне ҫакнашкал кулӑ хам кампа калаҫатӑп, ҫавсен пичӗсем ҫинче пуррине асӑрхарӑм.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн хупӑнарах тӑракан пысӑк куҫӗсем, тӑп-тӑп пӗчӗк ҫӑварӗ кӑмӑллӑ та илемле сӑн-питӗн уйрӑмлӑхӗ пулса тӑраҫҫӗ.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӗлхӳ мӗн тери илемле иккен сан, Фатыма…
IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Унтан вӑл шывран тухать те, нӳрлӗ хӑйӑр ҫинче вӗтӗ-вӗтӗ илемле йӗрсем хӑварса, пушшех те васкаса утать, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе чупать те.
VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
- 1
- 2