Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илеме (тĕпĕ: илем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытлӑн-ҫитлӗн пурӑннӑ вӑхӑтра ҫурхи илемпе савӑнаканскер, хӑйне евӗр миллионшар чухӑнсемпе танах килӗнчен нуша хӑваласа тухнӑскер, таврари илеме курмасӑр, илтмесӗр пычӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак кашни чӑваша ҫывӑх, хаклӑ илеме Анне палӑк ҫитес ӑрусем валли сыхлӗ-упрӗ…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Сыхлӑпӑр эпир ҫав илеме!..

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тен, эсӗ качча — сана юратакан илеме тӗл пулӑн.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӳллӗ те кӑпӑшка кӑкӑрсем, ҫип-ҫинҫе пилӗк, ӑмсануллӑ урасем, кӑвак тӳпе пек пысӑк куҫсем — ҫак илеме курсан унӑн, чӑх кашти умӗнче тӑракан тиллӗнни пек, пуҫӗ ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗр ҫинчи илеме ҫӳлтен кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ҫӗр ҫинче вӑл халиччен кунти пек илеме тӗлӗкӗнче те тӗлленмен.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Пӗртен-пӗр Шывхуҫи анчах, ҫӗр ҫинчи илеме чунтан курайманскер, ывӑлӗн юррине илтсен шӑлӗсене шатӑртаттарма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

2 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Мӗншӗн тесен ҫак юмахри пек илеме вӑл хӑйӗн пурнӑҫне хӗрхенмесӗр халӑха тавӑрса пачӗ-ҫке!

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Хамӑр илеме, искусствӑна ыттисене кӑтартса туссен йышне ӳстерсе пырар.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

«Мӗн тери пӑсӑлнӑ пулӗччӗ-ши унӑн кӑмӑлӗ ҫак илеме курас тӑк, — шутларӗ Пӗчӗк принц.

«Как бы она рассердилась, если бы увидела их! — подумал Маленький принц.

XX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Кунашкал мӑнаҫлӑ илеме нихӑш планета ҫинче те курманччӗ вӑл.

Никогда еще он не видал такой величественной планеты!

XV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вӑл илеме эсӗ часах курӑн.

Ты насладишься этой красотой.

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Енчен те эпӗ тӗнчере урӑх ниҫта та ҫук пӗртен-пӗр чечеке, хамӑн планета ҫинче ҫеҫ хӳхӗмленекенскере, пӗлетӗп пулсан, ҫав вӑхӑтрах ҫак хӳтлӗхсӗр илеме пӗр-пӗр ир сурӑх хӑй мӗн тунине пӗлмесӗрех ҫисе яма пултарчӗ пулсан, ӑна мӗнле те пулин ҫӑлмалли май шырассинчен кирлӗрех ӗҫ пулма пултарать-и вара?!

А если я знаю единственный в мире цветок, он растет только на моей планете, и другого такого больше нигде нет, а маленький барашек в одно прекрасное утро вдруг возьмет и съест его и даже не будет знать, что он натворил? И это все, по-твоему, не важно?

VII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Хӑвӑн пӗчӗк планету ҫинче вара эсӗ пуканна темиҫе утӑм куҫарса лартнипех ҫак илеме сӑнама пултарнӑ.

А на твоей планете тебе довольно было передвинуть стул на несколько шагов.

VI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Массӑллӑ чечеке ларнӑ тапхӑрти илеме сӑмахпа каласа пама ҫук, хӑвӑн куҫупа курмалла.

Куҫарса пулӑш

"Илемлӗ мар чечексем пулмаҫҫӗ" // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ma-3394811

Халӗ хӑвӑрӑн илеме кӑтартму пултаратӑр, шалти сасӑ ӗҫлеме пултарӗ.

Сейчас вы можете проявить всё своё обаяние, а также у вас может сработать интуиция.

27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫак илеме курма-туйма пӗлнӗ-ха вӑл, анчах ун ҫинчен каласа кӑтартма пӗлеймен…

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Пурнӑҫ хӑвачӗпе пӗлтерӗшӗ ҫинчен тӗплӗн шухӑшламасӑр, ҫиелти илеме ҫеҫ курса ӳкернӗ картинӑсем ҫеҫ халь вӗсем маншӑн…

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ывӑлӗ юнашар пырса тӑрсан (пырса тӑмасан та, куҫ тӗлне пулмасан та ҫавах) шӗвӗр пӳрнипе юнаса, пуҫне чӗтретсе: «Ҫук, заводран каятӑп тесе ахалех пакӑлтататӑн эсӗ! Ҫак илеме хӑйӗн аллипе тунӑ ҫын заводран пӑрахса каять-и! Ман пекех чӳлмек ӗҫӗнче ватӑлӑн! Ватӑлнӑ май ытларах та ытларах юратӑн чӳлмек ӗҫне!» — тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех