Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Арӑмупа — хӑйӗнпе тупӑшакан хӗрарӑм ҫинчен, хӑравҫӑпа — вӑрҫӑ ҫинчен, сутуҫӑпа — улӑштару ҫинчен, сутӑн илекенпе — сутасси ҫинчен, ӑмсанаканпа — тав тӑвасси ҫинчен, 12. хытӑ кӑмӑллӑ ҫынпа — ырӑ тӑвасси ҫинчен, кахалпа — ӗҫ ӗҫлесси ҫинчен, 13. ҫулталӑклӑх тара тытнӑ ҫынпа — ӗҫе вӗҫлесси ҫинчен, наян чурапа пысӑк ӗҫ ҫинчен ан канашла.
Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Вӑл хӑйне сутӑн илекенпе хӑй сутӑннӑ ҫултан пуҫласа юбилей ҫулне ҫитиччен тӳлесе татӑлтӑр, хӑйне сутса илнӗ кӗмӗле унӑн ҫав ҫулсен шутне кура памалла; вӑл ун патӗнче вӑхӑтлӑха кӗрӗшнӗ тарҫӑ пек пултӑр; 51. ирӗке тухиччен чылай ҫул юлнӑ пулсассӑн, хӑйне сутса илнӗ кӗмӗле унӑн ҫав ҫулсене шута илсе тӳлемелле; 52. юбилей ҫулӗччен сахал ҫул юлнӑ пулсассӑн, вӑл шутласа тухтӑр та хӑйшӗн ҫав ҫулсен шутне кура тӳлетӗр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1