Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

икшер (тĕпĕ: икӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Председатель ҫынсемпе вӑрҫса туллашса чӗтрене еретчӗ те «эпӗ нервнӑй больной!» тесе ҫуйӑхатчӗ, ҫӑва тухсанах вара, хӗрсе ӗҫ пынӑ вӑхӑтра, колхоз укҫипе икшер уйӑха курорта туха-туха каятчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Кӗтесрен иккӗмӗш палата, кашни палатӑн икшер чӳрече.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Пирӗн пур палатӑсем те пысӑк, ҫутӑ, икшер чӳречеллӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Светлана патӗнче ҫӗр каҫма дежурство тӑватпӑр, ун патӗнче кашни каҫах черетпе икшер хӗр ҫӗр каҫтӑр, — хушса хучӗ Анфиса.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Икшер стакан ӗҫсен, чӳлмек пушанчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хура петлицисем ҫинче икшер тӑваткал хӗрлӗ шӑрҫапа юнашар танк кӗлетки ҫуталса йӑлкӑшать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑнпа, шикли шикленнӗ — кӗрӗкне пӗркеннӗ тенӗ пек, юлашки ҫулсенче Куҫук арӑмӗ хӗл каҫарма пӗр аҫа вырӑнне икшер аҫа хӑварать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Нормӑпа кашнине икшер ҫӑкӑр чӗлли лекмелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Икшер ывӑл та пӗрер хӗр вӗсен.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫитес ытлари кун арифметика та алгебра учебникӗсемпе аса илӳ ӗҫне тытӑнатпӑр, эрнере пилӗк кун икшер сехетрен кая мар тӗсетпӗр — аса илетпӗр.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Икшер тракторпа турттараҫҫӗ вӑн.

Куҫарса пулӑш

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

4 Ҫавнашкал кашни типҫӗр пайне икшер хатӗрлӗр.

Приготовьте таким образом по две штуки каждой части света.

Полушари карттисене астуса юлмалли ӗҫ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пуҫ туришӗн индеецсем икшер хур панӑ, кӗленче катӑкӗшӗн темиҫе ҫынна тӑранмалӑх пулӑ панӑ.

За гребешок индейцы отдавали пару гусей, за кусок стекла — столько рыбы, что хватало на питание нескольких человек.

Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Жеребьевка хыҫҫӑн вӗсем икшер ушкӑна пайланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Куҫса ҫӳрекен Кубока ҫӗнсе илнӗ // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d0%ba%d1% ... bb%d0%bde/

Пирӗн ҫемьесенче икшер ача пулнӑ, асаннесен – пилӗкшер.

Куҫарса пулӑш

«Пире ҫичӗ ачаллӑ пулма сунчӗҫ» // Рамзиля КАМЕРИСТОВА. https://ursassi.ru/articles/eme/2023-09- ... ch-3444570

Икӗ регион, Донецкпа Свердловск, тӗрлӗ ушкӑн хатӗрленӗ икшер карттӑпа килӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Темиҫе кун шывсӑр // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/temice-kun-shyvsar

Унӑн пултарулӑхӗ халь питӗ йӳнӗ, теҫҫӗ: икӗ тенкӗ тӑракан кӗнекисене икшер пуспа сутаҫҫӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Литературӑпа искусство картишӗнче // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 61–62 с.

Хӑшӗсем икшер, теприсем виҫшер пӳлӗмлӗ хваттерсем туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Вӗсене кашнине икшер кило ҫӑм панӑ — фронта валли алса-чӑлха ҫыхма.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫтаппанпа Саня икшер черкке сыпнӑ тӗле алӑк яриех уҫӑлчӗ те, пӳрте хашкине ернӗ Меркури, пӗр вӑтӑр пиллӗксенелле ҫывхарнӑ ҫинҫешке те типшӗм арҫын кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех