Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иксӗр (тĕпĕ: икӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Магаев Людмила мӗн ҫырнине куҫӗпе сӑххӑн тирӗнсе вуласа тухрӗ, унтан, шӑлне йӗрсе, куҫне хӗрача ҫине ҫӑткӑнла ывӑтса илчӗ, вара хут таткин тепӗр енне ҫапла сӑрмакласа хучӗ: «Эсир виҫӗмкун Бодровпа иксӗр, дискотекӑна пымасӑр, сӑмах юрса, Атӑл хӗрринче гулять туса ҫӳреттӗрччӗ-иҫ, санӑн пӗлмелле».

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Эсир иксӗр те ҫамрӑк, илемлӗ, иксӗр те революционерсем.

Вы молодые, красивые, вы революционеры оба.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эсир аҫупа иксӗр кӗрешрӗр — ҫитет те!

А вы с ним поборолись — довольно!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ара, эсир иксӗр ҫеҫ-им? — тӗлӗнсе ыйтрӗ кил хуҫи.

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Акӑ, кӑнтӑрлахи кӗлӗрен тухӑр та арӑмупа иксӗр ман пата, хӗрачан менелникне пырӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Праски те, Анук шӑртланнине илтмен пек, кӑмӑллӑн курӑнма тӑрӑшса: — Кин, кин… Иксӗр мӑшӑрланса пурӑнма пуҫласан, юрату та килӗ. Эпир те ашшӗпе, хӗрпе каччӑ чухне, пӗр-пӗрне пӗлмен. Мӑшӑрлантӑмӑр та чунтан юратакан пултӑмӑр. Ак ӗнтӗ вӑтӑр ҫула яхӑн килӗштерсе пурӑнатпӑр. Эсир те ҫавах пулӑр. Сӗтел хушшине лар та пирӗн ҫӑкӑра ҫыртса пӑх, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аҫупа иксӗр, икӗ упа, пӗр шӑтӑкра пурӑннипе ҫитӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсир Анукпа иксӗр, кил хуҫи, пурне те сирӗннех тума тивет.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иксӗр тусӑмлӑ пулсан, ма улаха килмен вӑл?

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Питех кирлӗччӗ эсир мана Элекҫейпе иксӗр! — ҫиллессӗн каларӗ те Анук, Якур ҫумӗнчен вӑр-вар тӑрса, Ваҫлипе юнашар кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иксӗр кумли витӗр курӑнать!

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иксӗр те-и? — тесе, тӳп-тӳрӗ тӳрленсе тӑчӗ, куҫӗсене унталла-кунталла вылятма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иксӗр те, маттур комсомолецсем эсир, хамӑр ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ чӳлмек // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иксӗр те сывлӑхлӑ, иксӗр те маттур, ӗҫе юратакансем эсир.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпир Марипе мӗн калас тенине иксӗр те ӑнланатӑр пуль тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Кала-ха, Иван, каҫхине эсир Сергей Озеровпа иксӗр ӑҫта пултӑр? — ун ҫинелле лӑпкӑн пӑхса ыйтрӗ председатель.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кай та, мӗн те пулин туянма тесе, кил хуҫипе иксӗр Захар Петрович лавккине анӑр.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эсир пур ыйтӑва та иксӗр пӗрле канашласа тататӑр.

Куҫарса пулӑш

Тетӗшӗ патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иксӗр те пӗр калӑпран.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эсир карчӑкупа иксӗр те ӗҫме юратнине пӗлетӗп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех