Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иккӗшӗнче (тĕпĕ: иккӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫирӗм икӗ колхозран иккӗшӗнче кӑна ӗҫсем йӗркеллех марри те вӑл — пысӑк инкек.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Иккӗшӗнче те ҫав тери пуян форма, ҫавӑнпа чӑваш сӑвӑҫисем ҫав тӗлӗшрен питӗ телейлӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Иккӗшӗнче те тӗл пулма пулать.

Куҫарса пулӑш

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Юлашки выставкӑсенче иккӗшӗнче те курнӑччӗ сана, анчах хаҫатра шӑл шурри те кӑтартмарӑн.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Пӗлтӗр Патӑрьелне пӗр эрнере икӗ хут кайма тӳр килнӗччӗ, иккӗшӗнче те чӳлмексем туянса таврӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Иккӗшӗнче те! — ҫирӗппӗн пӗлтерчӗ Турунов.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Иккӗшӗнче те — сыввинче те, йӗлпӗрекеннинче те..

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Февралӗн 15-мӗшӗнче вӗсенче иккӗшӗнче те граждансен пухӑвӗсем пулса иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ урамсем уҫӑлаҫҫӗ, ялсем пысӑкланаҫҫӗ // Д.Абулханова. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d2%ab%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Тишкерсе пӑхсан, Тукай (10 вырӑнне 20), Асанкасси, Кайнлӑк (иккӗшӗнче те 1 вырӑнне 4), Комсомольски (58 вырӑнне 62), Элпуҫ (7 вырӑнне 9), Александровка (7 вырӑнне 10) ял тӑрӑхӗсенче преступлени тӑвасси ӳсни палӑрать, ытти ҫӗрте чакнӑ е пӗр шайрах юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Халӗ кунта пӗтӗмпе те тӑватӑ ҫурт кӑна: вӗсенчен иккӗшӗнче никам та пурӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Эсӗ — паттӑр, иккӗшӗнче те калама ҫук лайӑх ҫапрӑн.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Парне вырӑнне нухайсем иккӗшӗнче те Ту енчи ҫӗр-шыва пама ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иккӗшӗнче те «отрицательный» результат пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Коронавируспа чирлеместпӗр, вӑл пире пурпӗрех ҫӗнеймест тесе шутлатпӑр, анчах… // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/02/04/%d0%ba%d0% ... %bf%d1%83/

Сире халӗ юрату тата укҫа шухӑшлаттарӗҫ: иккӗшӗнче те ӑнӗ.

Более всего вас будут занимать деньги и любовь. Причем и в одном, и в другом может несказанно повезти.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Икӗ арҫынна гистаминпа тӗпчерӗ — иккӗшӗнче те тулашри паллӑсем пулмарӗҫ, чӗре сикнине те питех туймарӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Павӑл иккӗшӗнче те пӗрремӗш сӗрме купӑс группинче пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ваҫлей кӗрӳшне Мускава ҫӑмарта сутма икӗ хутчен яма тивнӗ (халиччен вӑл ӗҫпе хӑй ҫӳренӗ пулнӑ), анчах иккӗшӗнче те пайти юлман — «хакӗ ӳкнӗ», тет, иккен Мускавра.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Иккӗшӗнче те ӑна лаша вӑрланӑшӑн айӑпланӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Икӗ яла ҫитрӗм, иккӗшӗнче те пур.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Виҫӗ хут тарма тиврӗ, иккӗшӗнче — кимӗпе…

— Три раза пришлось бегать, из них два раза на лодке…

11 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех