Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иккӗше (тĕпĕ: иккӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл крыльца ҫинчен чупса анчӗ те, вӗсем вара, иккӗше те васкаканскерсем, тепле майпа шӑп кӑна тӗлме-тӗл пулса чарӑнса тӑчӗҫ, тӳрех пӑрӑнса каяймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Юлашки вӑхӑтра вӗсем иккӗше те ӳрӗк-сӳрӗк ӗҫлеме тытӑнчӗҫ, — терӗ Антонов тарӑхса.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Акӑ халь иккӗше юнашар, пысӑк куҫӗсемпе йӗри-тавра ҫивӗччӗн пӑхса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Хапхаран кӗнӗ чух сулахай турта юпаран ҫакланчӗ, хӑранӑ лаша тапса сикрӗ, туртасем иккӗше те хуҫӑлса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ирхине иккӗше те куҫӗсене аяккалла тартаҫҫӗ тет».

Утром, говорит, обе глаза от него прятали.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Арӑмӗпе иккӗше те пӗр ҫултах ҫӗре кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Улпут майрисем иккӗше те ҫухӑрса ячӗҫ.

Обе барыни закричали.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Иккӗше те кӗпер урлӑ каҫаҫҫӗ те, тӑвӑр урампа малалла утаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑнара // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 82–85 с.

Ҫу уйӑхӗнче вӑл ашшӗпе амӑшне хӑй авланни ҫинчен тата арӑмӗпе иккӗше отпуск ирттерме яла таврӑнма шут тытни ҫинчен ҫырса пӗлтернӗ.

В мае он написал родителям, что женился и что решил вместе с женой приехать в деревню, чтобы провести отпуск.

Самана // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 85–88 с.

Иккӗше те ӗҫлеме юратаҫҫӗ, кӑмӑлӗсем те пӗр пекех.

Оба работящие и характерами схожи.

ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хамӑр патӑрти пек каласан, иккӗше те вӗсем «ҫамрӑк» летчиксем мар ӗнтӗ.

Оба, как у нас говорилось, «немолодые» лётчики.

3. Ҫӗнӗ туссем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Анне ӑна тытса чарнӑ та ыталаса илнӗ, вара иккӗше те хурланса йӗрсе янӑ.

Maman удержала ее, обняла, и они обе расплакались.

XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӗсем иккӗше те пӑлтӑра тухнӑ.

Оба вышли в сенцы.

Иван Сусанин // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 20–36 с.

Вӗр-ҫӗнӗ хӑмасене Тухтарпа иккӗше тирпейлӗн пушатма тытӑнчӗҫ.

И они аккуратно стали складывать новенькие доски в штабель.

XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Анна кӗлтуса пӗтерсен, иккӗше те хывӑнма пуҫланӑ.

Аннушка прочитала свои молитвы, и обе девушки стали раздеваться.

X // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Вӗсем тухса кайнӑ чух, — ирландец котелокпа тата туяпа, Сӗрӗм шурӑ кӗпипе, така тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗлӗкпе, — Матвее иккӗше те тӗлӗнмелле тӗлӗкре курӑнакан этемсем пекех туйӑнса кайнӑ.

И когда они выходили, — ирландец, надев свой котелок и взяв в руки тросточку, а Дыма в своей свитке и бараньей шапке, — то Матвею показались они оба какими-то странными, точно он их видел во сне.

VIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Анчах кантӑкӗ хулӑн пулнӑ, пӑравус ҫухӑрса янӑ, сӑмахӗсем тупӑнман, вара ун ҫинелле пӑхса, вӑл, вӗсем иккӗше курнисӗр пуҫне никам та курма пултарайман темӗскере салют панӑ пекех, Алька майлах аллине ҫӗклесе антарма кӑна ӗлкӗрчӗ.

Но стекло было толстое, но уже заревел гудок, но слова не подвёртывались, и, глядя на него, она только успела совсем по Алькиному поднять и опустить руку, точно отдавая салют чему-то такому, чего, кроме них двоих, никто не видел.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Пӳрт умӗнче сад калитки ҫумӗпе куҫлӑхлӑ арҫынпа типшӗм хӗр васкаса иртсе кайрӗҫ, иккӗше те портфельпе; кусем служащисем пулас: ӗҫ кунӗ пуҫланасси ҫур сехетрен те ытларах мар юлнӑ.

В калитку палисадника торопливо прошли мужчина в очках и худенькая девушка, оба с портфелями, вероятно служащие: до начала работы оставалось не больше получаса.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Кӑшт тӑрсан вӗсем иккӗше те канӑҫлӑн ҫывӑрса кайрӗҫ.

Через некоторое время оба спокойно посапывали.

«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.

Ун хыҫҫӑн ҫӳлелле тепӗр шуйттан урапи, унтан тата тепри ҫӗкленчӗ, лере вӗсем, кӑвак тӳпере, пӗр-пӗринчен иккӗше тытӑҫса ӳкнӗ чухнехи пек ҫакланчӗҫ.

За ним понеслось другое, потом третье, и Егорушка видел, как два перекати-поле столкнулись в голубой вышине и вцепились друг в друга, как на поединке.

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех