Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иккӗн (тĕпĕ: иккӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑнах та, тата иккӗн, учительницӑсем, комсомолецсене Миша пек намӑҫлантарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Операцине иккӗн тунӑ, вӗсене ялти фельдшерица пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Мана больницӑна илсе кайнӑ чух чирлисене малтан йышӑнакан пӳлӗмре иккӗн ларатчӗҫ: кӑштах тытӑнкӑллӑрах калаҫакан арҫынпа пӗр ҫирӗмсенчен иртнӗ хӗрача.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Иккӗн эпир…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Ан мухтан! — чарчӗ ӑна Актай, — пӗр ӗнене иккӗн сурӑр вӗт-ха.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Иккӗн юлсан Апуҫ котелок ҫакма патаксем ҫапкаласа лартнӑ май сӑмах тапратрӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Иккӗн ҫапӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗлет умӗнче иккӗн калаҫса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӳречерен урамалла пӑхрӗ те хытса кайрӗ: хапха умӗнче иккӗн калаҫса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шӑлсӑр хӑварӑп! — тесе кӑшкӑрма ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ вӑл, ун ҫинелле тата иккӗн сиксе ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иккӗн — малти ларкӑч ҫине, тӑваттӑн хыҫала вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Иккӗн пӗрле тапӑртатса-сиккелесе илнӗ хыҫҫӑн трактор плугне кӑкарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Иккӗн, картлашкапа чӑнкӑ ҫырантан анса, шывран аякра мар йывӑҫлӑ-курӑклӑ вырӑнта чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Иккӗн вӗсем пире вӗри тимӗр пӑрҫа ҫинче ташлаттарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫатанра иккӗн: сулахай енче — Стасик, сылтӑмра — Тамара.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Электропӑчкӑпа иккӗн ӗҫлетчӗҫ пулсан, халӗ — пӗчченех.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тепӗр каҫхине, каллех иккӗн улахланса ларса, вӗсем хӑйсен ҫурчӗ пирки калаҫу пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫул ҫинче пасара утакансем нумай пулнӑран, утмаҫул иккӗн пулсан икӗ хут кӗске тенӗ пек, тинӗс хӗрринчи Варкӗл хулине ҫитнине те сисмерӗ Ментти.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Унта иккӗн вырнаҫмалӑх та вырӑн ҫук…»

Там нет места для двоих…»

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Пӗри ӳкес пулсан, иккӗн ҫапах та ӑна чарма пулать.

Если один сорвется, то двое других смогут его удержать.

Ту ҫине хӑпарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех