Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Итлӗр-ха, — терӗ Обломов тепӗр хут, васкамасӑр, сӑмахсене пат татса, пӑшӑлтатнӑ пекех шӑппӑн, — эпӗ барщина мӗн иккенне те, ялти ӗҫ мӗн иккенне те, чухӑн ҫын кам иккенне те, пуян ҫын кам иккенне те пӗлместӗп; пӗр чӗрӗк ыраш е сӗлӗ тени мӗне пӗлтернине те, вӑл мӗн хак тӑнине те, хӑш уйӑхра мӗн акнине те, мӗн вырнине те, хӑҫан мӗн сутмаллине те пӗлместӗп; пуян-и эпӗ, чухӑн-и, тепӗр ҫултан эпӗ тутӑ пулатӑп-и е ыйткалакан-и — нимӗн те пӗлместӗп, эпӗ нимӗн те пӗлместӗп! — каласа пӗтерчӗ вӑл салхуллӑн, вицмундир ҫухине вӗҫертсе, вара Иван Матвеевичран каялла чакса тӑчӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах эпир сана ӑнлантарса паратпӑр, йӑлтах ӑнлантарса парӑпӑр: парта мӗн иккенне те, доска, тетрадь мӗн иккенне те; класс, килте тума парса янӑ задани, пионерсен сборӗ мӗн иккенне те ӑнлантарса парӑпӑр.
Парнесем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Дисциплинӑпа унӑн условийӗ — субординация аслисемпе пӑхӑнаканнисем пӗр-пӗрин хушшинче вӑл кирлӗ иккенне ӑнланни ҫинче никӗсленсе тӑнисӗр пуҫне, пӑхӑнаканнисем асли опытлӑрах иккенне, вӑл ҫар ӗҫӗнче хисепе тивӗҫ ҫын иккенне е тата мораль тӗлӗшӗнчен хӑйсенчен ҫӳлерех тӑнине йышӑнни ҫинче никӗсленсе тӑрать пулсан, вӑл законпа ҫирӗплетнӗ ытти тӗрлӗ хутшӑнусем пекех, кӑмӑла килмелле япала ҫеҫ; анчах та дисциплина тени, пирӗн вӑл час та часах ҫапла пулать, ӑнсӑртлӑх е укҫа-тенкӗ принципӗ ҫинче никӗсленсе тӑрать пулсан вара, — вӑл яланах, пӗр енчен пурнӑҫланасси патне, тепӗр енчен — вӑрттӑн ӑмсанассипе тарӑхасси патне илсе пырать, вара массӑсене пӗр ҫӗре пӗтӗҫтерес ӗҫре усӑ кӳрес вырӑнне вӑл сиен кӑна кӳрет.
15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
3. Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне, пире Вӑл пултарнине, эпир Унӑн иккенне, Унӑн халӑхӗ, Унӑн кӗтӳлӗхӗнчи сурӑхсем иккенне пӗлсе ҫитӗр.3. Познайте, что Господь есть Бог, что Он сотворил нас, и мы - Его, Его народ и овцы паствы Его.
Пс 99 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ним вырӑнне те хумасть ҫав вӑл Славике, ун умӗнче ним пӑлхану-именӳ те туймасть, хӑй хӗр иккенне те, Славик арҫын иккенне те манса каять.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Утна ирӗк пар: ку чӑн-чӑн ӑмӑрту иккенне, мала тухма тӑрӑшмалла иккенне вӑл ӑнланса илтӗр.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Эпир хамӑр тӑшман кам иккенне те, пирӗн туссем кам иккенне те лайӑх чухлатпӑр.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫапах ун чухне те, сӑмахран, Крапивина большевиксемпе явӑҫтарнӑ Кузюков, халӗ парти обкомӗн секретарӗнче ӗҫлекенскер, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче Никифоровпа пӗрле вӗреннӗскер, Петр Никифорович тӳрӗ те таса ҫын иккенне ҫирӗп ӗненетчӗ, тӗн хура халӑхшӑн сиенлӗ иккенне курса, хӑй йӑнӑшнине туйса илетех вӑл, вара пӑрахатех ҫав путсӗр ӗҫе тетчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ун чухне кашни ҫӑлтӑр аякри хӗвел иккенне, вӑл Ҫӗртен миллион, миллиард хут пысӑк иккенне пӗлмен-ҫке-ха.
Метеорсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Вӑл калаври судья ҫапла калать: «Социализм мӗн иккенне эп тупата пӗлместӗп, уншӑн айӑплама тивӗҫ иккенне ҫеҫ пӗлетӗп».
Иван Франко // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 24–28 с.
Мамӑк вырӑн ҫинчен тӑрать те вӑл, япалисемпе кӑкшӑмри чечекӗ хӑй ҫумӗнчех иккенне, вӗсем пурте пӑхӑр малахит сӗтел ҫинче иккенне курах каять.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Сисеҫҫӗ вӗсем ашшӗ мӗншӗн салху иккенне, ун чӗринче йывӑр хуйхӑ пур иккенне чухлаҫҫӗ.Видят они, что отец как-то нерадостен и что есть у него на сердце печаль потаенная.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Ҫав чечексем епле хитре иккенне халапра та каласа кӑтартас ҫук, ҫырса та пӗлтерес ҫук; ӑна ҫав чечек тӗнчери чи хитре тесе никам та ӗнентерсех калаймасть, апла иккенне вӑл хӑй те ӗненмест.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Ҫав телейсӗр ҫынсем ҫирӗп чунлӑ, принциплӑ, убеждениллӗ ҫынсен ячӗпе ҫӳреҫҫӗ… анчах вӗсен убежденийӗ ахаль йӗм кӑна иккенне, хӑйсен кӗлмӗҫле ҫараҫанлӑ чунне витме кирлӗ йӗм анчах иккенне никам та асӑрхасшӑн мар.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ял халӑхӗ шкул мӗн иккенне те, больница мӗн иккенне те пӗлмест.
Пакистан ялӗнче // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Лешӗ ӑҫтан пӗлтӗр-ха вара лашапа йытӑ пуян та чаплӑ иккенне, ҫак пушхир те вӗсеннех иккенне.Откуда он знал, что они такие знатные и такие богатые и что это их пустырь?
«Сире мӗнле килӗшет?» // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Иккӗшинчен пӗри: е эпӗ сана юратнине, эпӗ сана ырӑ суннине ӗненетӗн, апла пулсан, Спартак суеҫӗ иккенне те, сутанчӑк иккенне те ӗненес пулать; е эсӗ Спартак тӳрӗ ҫын пуль тесе ӗненетӗн, апла пулсан, эпӗ сутӑнчӑк пулатӑп.
XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вара эпир те ҫынсем иккенне, кӗҫӗн раса мар иккенне кӑтартӑпӑр…Тогда мы им покажем, что мы такие же люди, как и они, а не низшая раса.
IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ун ҫинчи шурӑ кӗпине курсанах Джонни ку «джентльмен» иккенне, ку инспектор иккенне пӗлсе илет.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Паттӑрлӑх мӗн иккенне, шиклӗх мӗн иккенне тӗллев кӑтартса парать.Только в зависимости от цели мы называем поведение людей то героизмом, то трусостью.
18 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.