Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ие сăмах пирĕн базăра пур.
ие (тĕпĕ: ие) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ, ие ҫӑпати, ӑҫтиҫук хӗрӳпе хутаҫ ҫакса тухса кайӑн!

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Савӑннипе-хумханнипе шӑм-шакӗ ие чӑмланӑ ҫынӑнни пек лӗштӗр ҫемҫелчӗ, куҫӗсем алчӑраса кайрӗҫ, тӑнлав хӗстерме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ҫул хӗрринчи трубасене мӗнле ие чӑмлать?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ие курӑкӗпе чапӑр саралма пуҫланӑ, чапӑрӑн тутлӑ шӑрши кӑкӑра уҫсах ярать.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Мучи, ие чӑмланӑ пек пач хӑвӑрӑлса кайнӑскер, элете-элете, мекеҫлене-мекеҫлене вырӑнӗ ҫине тӑрса ларчӗ, хул айне кӑтӑртаттарса илчӗ, суракан чӗрине, йӑшӑхсах ыратакан ура сыпписене хыткан аллисемпе чӑшӑр та чашӑр, йӑшӑр та йӑшӑр сӑтӑркаларӗ, кӑштахран, хӑштик-хӑштик сывлакаласа, ури ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Тӑрук вӑл, хашкине ернӗскер, ие чӑмланӑ пекех ӗшенсе суптӑрканӑскер, хӑйне хиврен чаркӑч пачӗ — умра, вунӑ-вун пилӗк утӑмра, шӑши куҫ пек мӗлт-мӗлт пӗчӗк ҫутӑ курӑнса кайрӗ!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Йӑлӑмри кӗрхи самаях чалланнӑ, сарра кайнӑ шӑкӑр хутӑш вӑрман «ҫырӑвне вула-вула», вӑхӑтне кура чал тивнӗ, чӗрӗлӗхӗ хавшанӑ упасаррине, аслати, ие, кӑчӑр, супӑнь, пыл, тикӗт, чапӑр, кӑвак, вӑрман кӗпҫи, ытти вуншар та ҫӗршер хӑрӑннӑ курӑк-марӑка вӑшӑлтаттаркаласа сиркелесе, ҫумӑрпа шӳсе йывӑрланнӑ, тӗллӗн-тӗллӗн кӑвасак шӑршиллӗ кӗрхи ҫулҫӑсемпе чӑштӑртаткаласа, патӑрка патак-шатак таврашне шӑт та шат, ҫӑт та ҫат, парт-парт хуҫкаласа, ҫурӑмӗ ҫинчи тӑктӑках кӑмпа тултарнӑ рюкзакне малалла чикӗнсе, кутекленсе, питӗрленсе йӑтса, Шупашкарпа «Ҫурҫӗр» поселока ҫыхӑнтаракан асфальт-бетон сарнӑ мӑн ҫул еннелле пӗр йӑпшакрах, ҫӑтӑ пӳ-силлӗ арҫын каптӑртаттарса утать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑвашсем пек каласан, ие чӑмларӗ ӑна, тухтӑрсем паралич ҫапнӑ терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

— Пирӗн лашана ӑҫта хунӑ вӑл, ие чӑмласа кайманскер?

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ие чӑмласа кайтӑр вӗсене, сан воеводусене.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫак самантра ун тимлӗх шухӑ, — Чараймӗ хурлӑх тӑллани, — Кавруҫ патне васкать: ан сиктӗр Сехри, хӑрушӑлӑх тухсан; Вӑй-хал парасчӗ — кастӑр, чиктӗр, Тӑшман ие пек ҫулӑхсан.

Куҫарса пулӑш

XXXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кӳлсе тӑратмӑн телее, Тилхепине тытаймӑн кӑрӑн, Ҫула пӳлсессӗн те ие, Ӑна хушаймӑн: «Сирӗл, пӑрӑн!»

Куҫарса пулӑш

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сӗм-тӗттӗмре ун шурӑ пуҫӗ Ие мелки пек кускалать.

Куҫарса пулӑш

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ваҫинкке карчӑкӗ юмӑҫ ярса пӑхнӑ та, шӑпах пӗлнӗ-мӗн ун чирне: йӑран ҫинче выртма юраман иккен, ие пырса чӑмланӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Бонапарчӗ вӑл, ие хутлатманӗ, унччен икӗ-виҫӗ уйӑх маларах ҫеҫ тӗрмерен хӑтӑлса тухнӑ пулнӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ие хутлатманӗ!..

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кун ҫинчен Тӗве илтет ие йӗре пуҫлать:

Услышал об этом верблюд, стал плакаться:

Тилӗ, тӗве, кашкӑр, арӑслан тата путене // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 45–50 с.

— Сана, Витя, ие улӑштарса кайнӑ тейӗн.

— Тебя, Витя, словно подменили.

16 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

«Суяҫҫӗ, вӑл сан ҫумӑнта ие чӑмланӑ ҫын пек ҫеҫ», — тенӗ Алекҫей.

«Какой вздор, она перед тобой урод уродом».

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ие хутлатманӗ… ӑҫтан персе антӑн эс пирӗн пуҫ ҫине!

– Оглоед чертов… откуда ты взялся на нашу голову!

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех