Шырав
Шырав ĕçĕ:
Роботӑн пахча ҫимӗҫ ещӗкӗсене поддонсем ҫине вырнаҫтармалла пулнӑ.Планировалось, что робот будет укладывать ящики с овощами на поддоны.
Кӑнтӑр Корейӑра робот ҫынна вӗлернӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36509.html
Ҫӗрӗ хатӗрлекенсем юлашки ещӗксене тултараҫҫӗ, пӗрин хыҫҫӑн тепри, станокӗсене чарса, ҫӗрӗ ещӗкӗсене весовщик патне йӑтаҫҫӗ.
Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.
Путвала ансан, вӑл хунар ҫутипе купӑста-хӑяр, кӑмпа каткисене, варени тултарнӑ пысӑк банкӑсене, пан улми ещӗкӗсене шултӑра ҫӗр улми, кишӗр-кӑшман куписене курчӗ те, унра каллех хуҫа туйӑмӗ, хӑй ҫак пӗтӗм пурлӑхӑн хуҫи иккенне пӗлсе тӑни ытти мӗн пур шухӑш-туйӑма хупласа хучӗ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Хуҫалӑхри пӗтӗм хура ӗҫе ҫав Мирун туса тӑрать те ӗнтӗ: мӗнпур выльӑх-чӗрлӗхне, хур-кӑвакалӗпе чӑххи-чӗппине пӑхать (ҫӑмартисене каҫкӳлӗм пӗчӗккисем пухаҫҫӗ)., картишне шӑлса тасатать, аки-сухине тӑвать, супӑнь ещӗкӗсене ҫӗклет, тикӗтпе краҫҫын пичкисене кустарать.
Мирунпа Нурулла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Укҫалла килӗшнӗ шофер унӑн тем пысӑкӑш ещӗкӗсене аран — аран ҫӗклесе ҫӗрелле антарнӑ.
XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Комод ещӗкӗсене уҫайман, тумтир шкапне те тивмен.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Мӗнпур ҫӑмарта ещӗкӗсене шӑршланса пӗтнӗ пирки ҫунтарса яма хушнӑ (хулара ун чухне вар тифӗпе чирлекенсем нумай пулнӑ).
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Унтан вӑл каллах сӗтел патне пынӑ, мӗнпур ещӗкӗсене ухтарса пӗтернӗ, мӗнпур хут татӑкӗсене сире-сире тухнӑ; минтерӗсене, ҫивиттине вӑркӑнтарса янӑ, пур тумтирне хыпаласа тухнӑ; кровать айне, диван айне пӑхнӑ, анчах бумажник ниҫта та курӑнман.
VII // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
«Сехет ӑстисем» тата тӗрлӗрен аппаратсене, хирурги инструменчӗсене, ҫӗвӗ ҫӗлемелли машинӑсене, пур йышши музыка ещӗкӗсене тата ыттисене те юсаса тӳрлетме йышӑнаҫҫӗ».
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Кӗске вӑхӑтрах Таракуль юлташне тӗпсакайне, хӑйсем малтанах патрон ещӗкӗсене вырнаҫтарнӑ ҫӗре, йӑтса кайса хунӑ.
Таракуль редучӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 103–115 с.
Тен, вӑл хӑйӗн ещӗкӗсене уя пӑрахса хӑварни ҫине чӑнахах та никам та ҫаврӑнса пӑхмӗ.
XXIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Килхушшине тата сада ҫар хатӗрӗсен ещӗкӗсене тиенӗ лавсем вырнаҫнӑ.На дворе и в саду расположились подводы с ящиками боеприпасов.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Гай хӑй ҫине минӑсен тимӗр ещӗкӗсене ҫакса янӑ та вӗсемпе, рыцарь хӑйӗн тимӗр тумтирӗпе кӗмсӗртеттернӗ пек, кӗмсӗртеттерсе пырать, Сагайда ҫине, юлташӗсем ҫине тата таврари акӑш-макӑш ӗҫсем ҫине ырӑ кӑмӑлпа ӗненӳллӗн пӑхать.
IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Боецсем мина ещӗкӗсене йӑтаҫҫӗ, гранатӑсем хатӗрлеҫҫӗ, пӗр-пӗрне валеҫсе параҫҫӗ; кашниех кӑштах пӑлханкалани тата васкани сисӗнет.
VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫурҫӗрте хӗл каҫакансем валли илнӗ консерва ещӗкӗсене сӳтме тытӑнтӑмӑр.Начали разбивать ящики с консервами, предназначенные для зимовщиков.
Килте тунӑ хатӗр-хӗтӗрсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Унӑн коллекциллӗ ещӗкӗсене уҫмарӗҫ, унӑн тӗпчев ӗҫӗсем пичетленсе тухмарӗҫ, унӑн тетрачӗсемпе дневникӗсем чемодансенче пӑнтӑхрӗҫ.
Вӗҫӗ // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
— Мария Александровна комод ещӗкӗсене пӗрин хыҫҫӑн теприне туртса кӑларать, ридикюль илсе, ун ӑшӗнче шырать.— Мария Александровна выдвигает один за другим ящики комода, достает ридикюль, роется в нем.
«Уйӑхлӑ каҫ» соната // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Хваттерте акӑ каллех асар-писер ҫавӑрттарчӗҫ, ёлка, кӗтесе йӑпшӑнса ларнӑ пек, унӑн теттисем тӗксӗммӗн ҫутатаҫҫӗ, шахмат сӗтелне йӑвантарнӑ, ещӗкӗсене туртса кӑларнӑ, шахмачӗсем урайӗнче сапаланса выртаҫҫӗ.
Чее сӗтел // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Тӗрлӗрен хут таткисене, билетсене, пирус тӗпӗсене, шӑрпӑксемпе ытти ҫӳп-ҫапа ятарласа лартнӑ ҫуп-ҫап ещӗкӗсене пӑрахмалла.
Урамра // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ывӑннӑ хресченсем тупӑсемпе заряд ещӗкӗсене кивӗ пасар аслӑкӗ айне тирпейлесе хунӑ та ӗҫме-ҫиме, четка шӑрҫисене суйлама пуҫланӑ; унтан, хулана сыхлас вырӑнне, урам варрине йӑванса кайса, ҫывӑрма выртнӑ.
III. Пӗчӗк ҫарсемпе пысӑк ҫапӑҫусем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.