Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

енчен сăмах пирĕн базăра пур.
енчен (тĕпĕ: енчен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Эсӗ тата, — тет вӑл, — пӗр енчен (чӗлхе илемлӗхӗ енчен) ҫеҫ пӑхнӑ, ман шутпа, пирӗн тепӗр енчен — социологи, обществӑна усӑлли енчен те пырса пӑхмалла.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ҫак отрядсен ял ҫине икӗ енчен: иккӗмӗш ротӑн — перешеек тӑрӑх хӗвеланӑҫ енчен, пӗрремӗш ротӑн — кӳлӗ енчен, хӗвелтухӑҫ-кӑнтӑр енчен тапӑнмалла.

Отряды должны были атаковать деревню с разных сторон: вторая рота — по перешейку с запада, первая — со стороны озера, с юго-востока.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

12. Кӗлӗ чатӑрне витнӗ хыҫҫӑн юлнӑ ытлашши вӗҫне — ытлашши вителӗкӗн ҫуррине — кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енне усӑнтарса ярӑр; 13. кӗлӗ чатӑрне витмелли вителӗк тӑршшӗнчен ытлашши юлни, — пӗр енчен пӗр чике чухлӗ, тепӗр енчен тепӗр чике чухлӗ, — кӗлӗ чатӑрне витсе тӑмашкӑн пӗр енчен те, тепӗр енчен те усӑнса тӑтӑр.

12. А излишек, остающийся от покрывал скиний, - половина излишнего покрывала пусть будет свешена на задней стороне скинии; 13. а излишек от длины покрывал скинии, на локоть с одной и на локоть с другой стороны, пусть будет свешен по бокам скинии с той и с другой стороны, для покрытия ее.

Тух 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

— Турунов ӗҫне икӗ енчен пӑхса хакламалла, — тетӗп эпӗ, — производство енчен, тата — мораль енчен.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Пӗр енчен, эсир, Ту енчи ҫӗрпӳсем, мана тӳрремӗнех пӑхӑнса тӑмастӑр, сире государь Новоград Свияжский наместникӗ аллине панӑ, тепӗр енчен… тепӗр енчен, Кӑрмӑш администрацийӗ Новоград Свияжскине пӑхӑнмасть, Чулхула воеводине пӑхӑнать.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Михаил Воротынский воеводӑпа Басманов окольничие крепоҫе Поганӑй текен кӳлӗ енчен, Хилков княҫа Кайбицки хапхи енчен, Курбский княҫа Елабуга хапхи тӗлӗнчен, Проскуров княҫа Тезицки текен тип ҫырма тӑрӑх, Плешеев княҫа Тюмень хапхи енчен пырса тапӑнма хушрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темперамент енчен те, ӑс-хакӑл енчен те, кӑмӑл енчен те.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Енчен те вун пилӗк минутран сакӑр пӑшала сулахай енчен, иллюминатор тӗлӗнчен, бортран пӑрахмасан — шыва миҫе ӳкни мана курӑнмалла пултӑр тата шутлама май килтӗр, — енчен те ҫакӑн хыҫҫӑн эсир шлюпкӑна пӗр ҫын юлмиччен ларса ҫыран патнелле акулӑлла хӑвӑрт ишсе ҫухалмасан — ҫыран, сӑмах май, горизонтра лайӑх курӑнать, — эпӗ, Стерс капитан, хамӑн сӑмаха нихӑҫан та улӑштарманскер, шӑп та лӑп иккӗ иртни ҫирӗм пилӗк минутра тара пульӑпа хаплаттаратӑп, хамӑра та, сире те шыв тӗпне ӑсататӑп.

Если через пятнадцать минут все восемь ружей не будут брошены за борт с левой стороны против иллюминатора, чтобы я мог видеть и считать, сколько их упало в воду, если затем все вы до единого не сядете в шлюпку и не отчалите восвояси к берегу, который, кстати сказать, хорошо виден на горизонте, — я, Стерс, капитан, никогда не изменявший своему слову, ровно двадцать пять минут третьего всаживаю в порох пулю и пускаю нас всех ко дну.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.

Халӗ ӗнтӗ Наполеон енчен 100 оруди ҫеҫ мар, Багратион енчен те 50 оруди ҫеҫ мар, французсен енчен 400 оруди, вырӑссен 300 оруди, Семеновски флешсем патӗнче ҫав тери вӑйлӑн персе тӑнӑ.

Уже не 100 орудий со стороны Наполеона и не 50 со стороны Багратиона, а 400 французских и 300 русских пушек открыли ураганный огонь у Семеновских флешей.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Ҫав тери пысӑк территорире: хӗвелтухӑҫӗнчен — Горынь юханшывӗ таран, кӑнтӑр енчен — Ровно — Луцк хушшинчи чугун ҫул таран, ҫурҫӗр енчен — Сарны — Ковель чугун ҫулӗ таран, хӗвеланӑҫ енчен — Луцк таран сарӑлса выртакан ҫӗр ҫинче пурӑнакан халӑх оккупантсене ни ҫӑкӑр, ни выльӑх-чӗрлӗх памастчӗ.

Население огромной территории — между рекой Горынь с востока, железной дорогой Ровно — Луцк с юга и Сарны — Ковель с севера, почти до Луцка с запада — не давало оккупантам ни хлеба, ни скота.

Ҫӗнӗ лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Ҫав самолетсем пулӑшса пынипе нимӗҫсем пирӗн ҫине хӗвеланӑҫ енчен, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен юлашкинчен кӑнтӑр енчен атакӑлама пикенсе пӑхрӗҫ.

При поддержке самолетов немцы предпринимали атаки и с запада, и с северо-запада, и с юга.

Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Енчен те вӑл, Недошлепкин: «Эпӗ ҫапла шухӑшлатӑп», тесен, ӑна пурин те: «Ҫапла пулать», тесе ӑнланмалла пулнӑ; енчен те вӑл: «Эпӗ ҫапла шутлатӑп», тесен, вӑл: «Ҫапла кӑна пулать», тенине пӗлтернӗ, енчен те: «Мана ҫапла туйӑнать»,тесен, ӑва: «Ҫапла пулмалла, ҫапла пулать те», тенӗ пек ӑнланма тивнӗ.

Если он, Недошлепкин, сказал: «Я думаю», то это все должны понимать: «Так будет»; если он сказал: «Я полагаю», то это значило: «Будет только так»; если же сказал: «Мне кажется», то надо было понимать: «Так должно быть, так и будет».

1 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Явора сӗм ҫӗрле, ҫурҫӗр енчен, Карпат тӑвӗсем енчен пырса кӗчӗҫ, чикӗ урлӑ каҫакан ҫынсем хулана ку енчен килсе кӗрессе вӗсен шучӗпе пит кӗтсех каймаҫҫӗ.

Въехали в Явор поздним вечером, с севера, со стороны Карпат, откуда меньше всего, по их расчетам, в городе могли ожидать нарушителей границы.

8 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Хӑйсене кирлӗ япаласене вӗсем малтан пур енчен те тӗплесе вӗреннӗ, вӗсен ҫинчен пур сведенисене тӗрлӗ ҫӗртен пуҫтарнӑ, вӗсем ҫинчен сӳтсе явнӑ, кирлӗмартараххисене пӑрахнӑ, унтан хӑйсен пулас ӗҫне тӗплӗ планланӑ, хут ҫинче тӗрлӗ енчен шутласа тӗрӗслесе пӑхнӑ, вара тӑвас япаласене малтан пӗчӗк моделпе кӳлепине тунӑ, вара хӑйсем шутлани пур енчен те тӗрӗссине курсан тин сӑнавсем тума тытӑннӑ.

Сначала они собирали все-возможные данные о нужном им предмете, продумывали их, отбрасывали то, что было не нужно, вырабатывали точный план работы, делали вычисления на бумаге, пробовали на маленькой модели и затем, убедившись, что каждое их положение правильно, делали опыты.

6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Енчен те унӑн хӑвӑртлӑхӗ питӗ пӗчӗк пулсан, планета ҫинче пурнӑҫшӑн вилӗмлӗ услови пулса тӑрать, мӗншӗн тесен пӗр енчен питӗ вӗри, ҫав вӑхӑтрах тепӗр енчен питӗ сивӗ пулать.

Если вращение очень медленное, получится убийственный для жизни перегрев одной стороны и сильное охлаждение другой.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Хумсем тӗрлӗ енчен: Алеут утравӗсем енчен (эпир курни), Япони утравӗсем, Камчатка, Филиппин, Соломонов утравӗ, Кӑнтӑр Америка тата Мексика енчен те пынӑ.

Волны шли с разных сторон — и от Алеутских островов, как наша, и от Японских, и от Камчатки, от Филиппин, от Соломоновых, от Южной Америки и один раз даже со стороны Мексики.

Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Ку вырӑн мана аванрах пек туйӑнчӗ: пӗр енчен пире ҫилтен сыран хӳтӗлет, тепӗр енчен — вӑрман, виҫҫӗмӗш енчен — ҫамрӑк чӑрӑшлӑх.

Место мне показалось удобным: с одной стороны от ветра нас защищал берег, с другой — лес, с третьей — молодой ельник.

Хӗллехи поход // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 105–114 с.

Хӑна патне сылтӑм енчен пыма май ҫук пулсан, эрех тултарнӑ чухне хӑна енне питпе пулас тесе сулахай алпа сулахай енчен, сылтӑм алпа сылтӑм енчен яраҫҫӗ.

Если к следующему гостю нельзя подойти справа, ему наливают левой рукой, а налево — правой.

Ӗҫмеллисем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Пирӗн сӗнӳпе килӗшместӗр пулсан, эсир пире икӗ енчен ҫеҫ: е стена шӑтӑкӗ витӗр вӑрман енчен, е кӗпер урлӑ, тӳремсӑртлӑх енчен тапӑнма пултаратӑр.

Если вы ответите отказом, вам остается одно из двух: напасть на нас либо со стороны леса через брешь, либо через мост со стороны плоскогорья.

X. Тыткӑнтисем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ку, пӗр енчен, Анюк хӗрача пулнӑран, тепӗр енчен — Анюксен килкартинче усал йытӑ пулнӑран, виҫҫӗмӗш енчен — Коляпа Ваҫҫана Анюксӑрах савӑнӑҫлӑ пулнӑран килнӗ.

Во-первых, потому, что она девчонка, во-вторых, потому, что на Нюркином дворе стояла будка с злющей собакой, а в-третьих, потому, что им вдвоём было весело.

Тӑваттӑмӗш блиндаж // Георгий Шумилов. Гайдар, Аркадий Петрович. Тӑваттӑмӗш блиндаж: калав; вырӑсларан Г.С. Шумилов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех