Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ентешӗм (тĕпĕ: ентеш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малышев кӗнекине Тимӗркке ентешӗм хӑй вуласа тухнӑ та, ман шухӑша пӗлес тесе йӑтса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Декан ҫумӗ, ентешӗм Иван Петрович ҫине тӑнипе те хӳтӗленипе ҫеҫ ҫӑлӑнса юлтӑм ҫак инкекрен.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Ӑҫталла ҫул тытатӑн, ентешӗм?

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эсӗ, ентешӗм, чипер юл.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Шухӑшӑр сирӗн ырӑ, ентешӗм, анчах мӑн пуҫлӑхсем институтри юлташӗсене часах манаҫҫӗ-ҫке, парти шкулӗнче пӗрле вӗреннисене кӑна асра тытаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Сирӗншӗн ун пекки интереслӗ иккен, маншӑн вара — урӑххи, ентешӗм, — тракториста хулӗнчен ҫаклатрӗ Таранов, сӑмахне урӑххи еннелле пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ентешӗм, мастерта ӗҫленипе тепӗр чух мухтанма та пултараканскер, халь-халь йӗрсе ярас пек калаҫать.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Анчах тӗлӗнмелле: мана тусӑм, яланах шӳтлеме юратакан ентешӗм, тӳрех кӗтсе илмерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

— Ну, ентешӗм, асту, ҫывӑрса ан кай: ӗшеннӗ ҫынна ыйхӑ ту пек пусать, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ентешӗм!

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

— Куратӑн-и, ентешӗм, епле тыллать вӑрҫӑ?

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Педагогӑм, ентешӗм, кашни ача шӑпинче ырӑ йӗр хӑвараканӑм, кашни ачан ӑс-тӑнӗпе характерне ҫирӗплетсе, ӑсталӑхне аталантарса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑлараканӑм, тайма пуҫ сана!

Куҫарса пулӑш

Геннадий Иванович Воронцов - педагог, чӑваш литературин ӑсчахӗ // Виктория ВАЗЯКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11166 ... rin-schakh

Конкурс темисем ҫапларах: «Тӑван енӗм чаплӑ ҫынсемпе пуян» (Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи паллӑ ҫынсем пирки), «Мухтава тивӗҫлӗ ҫынсене чыслар» (Чӑваш Республики шайӗнче паллӑ ҫынсем пирки), «Мухтав сана, ентешӗм» (район е ял шайӗнче паллӑ ҫынсем пирки).

Темы конкурса таковы: «Край замечательных людей» (о выдающихся людях, о которых знают не только у нас, но и в России и во всем мире), «Хвала достойным людям» (о знаменитостях, известных по всей Чувашской Республике), «Слава выдающемуся земляку» (о людях, слава которых распространилась по ближайшей местности или району).

«Упрар тӑван чӗлхемӗре» конкурс иртет // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31237.html

Ман ентешӗм — Румянцева ҫырнӑ.

Написала моя землячка — Румянцева.

4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех