Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак егерски дивизисенчи карательсен чаҫӗсемпе пӗрле партизансен крайне пӗтерсе хумалла.Вместе с действующими карательными частями егерские дивизии должны ликвидировать партизанский край.
XX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пуриншӗн те паллӑ, ҫапӑҫура пулнӑ пӗр ҫын ҫапӑҫура пулман икӗ ҫын тӗшне тӑрать, апла пулсан пирӗн дивизисенчи ҫын шучӗ шӑпах пӗр тан!
XXIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Бородин дивизинче те, ытти дивизисенчи пекех, кашни кунах ҫынсемпе хӗҫпӑшалсем шутран тухрӗҫ, анчах ҫапӑҫура ку унӑн ҫирӗплӗхне чакармарӗ; гвардеецсем хушшинче; хӑйшӗн ҫеҫ мар, аманса е вилсе выртнӑ юлташӗсемшӗн те ҫапӑҫмалла текен ҫырман закон пулнӑ.
IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Канашлу умӗн кӑна Каменка ялӗ патне 5-мӗш танк дивизийӗ ҫитрӗ, вӑл нумай пулмасть Африкӑра ҫапӑҫнӑ, хӑйӗн танкӗсене те урӑх тӗслӗ сӑрласа ӗлкӗреймен-ха: вӗсем хӑйсен пушхирти пек хӑйӑр тӗслӗ тӗсӗсемпе ытти дивизисенчи танксенчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
- 1