Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

диванпа (тĕпĕ: диван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кавирсене чӗрмелет, диванпа креслӑсем ҫинчи виткӗчсене, сӗтел ҫиттисене сӗтӗре-сӗтӗре антарать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Зала ытларах мастикӑпа сӑтӑрса ҫутатнӑ урай, ӑна талккӑшӗпех хупласа хунӑ чечеклӗ, хаклӑ кавир, диванпа креслосене витнӗ палассем тата коньяк тултарнӑ, сервант сентрисем ҫине ӗретлесе лартнӑ шкальккӑсем хӑт кӗртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ҫав териех сутса пӗтермелле марччӗ япаласене, — терӗ Эльгеев, столовӑйра диванпа ҫаврака сӗтел ҫуккине асӑрхаса.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тата диванпа вырӑн айӗнче виҫӗ уйӑх хушшинче пухӑннӑ ҫӳп-ҫап кунта чӑнах та Тоня пурӑнни ҫинчен аса илтерчӗ Марья инкене.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Диванпа телевизор ун килне мӗнле майпа килсе ларнине те, хӑй ҫулталӑк хушшинче мӗншӗн ача ашшӗ пулманнине те ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ӗлӗк, Смольнӑй улпут хӗрӗсен институчӗ пулнӑ чухне, ку пӳлӗмре классная дама пурӑннӑ; халӗ те кунта ун чухне мӗнле япаласем пулнӑ, ҫавсем пурте ҫав-ҫавах тӑраҫҫӗ: пӗр кӗтесре — ҫирӗкрен тунӑ начаркка буфет тӑрать, тепӗр кӗтесре — пасартан туяннӑ, алӑкне куҫкӗскисем лартса хитрелетнӗ шкаф, тата якалса ҫитнӗ диванпа юнашар якалса пӗтнӗ креслӑсем тӑраҫҫӗ; пӳлӗмӗн шалти пайӗнче — шурӑ хӑмасемпе пӳлнӗ перегородка, ун хыҫӗнче Владимир Ильич тата Надежда Константиновна ҫывӑракан икӗ тимӗр койка тӑрать.

Раньше, когда Смольный был институтом для благородных девиц, здесь помещалась классная дама, и, как было при ней, так все и осталось: в одном углу — плохонький ольховый буфетец, в другом — зеркальный шкапчик базарной работы, вытертые креслица у вытертого диванчика, в глубине — невысокая белая перегородка, за ней — две железные койки, где спали Владимир Ильич и Надежда Константиновна.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Атя вылятпӑр хамӑрӑн вӑййа, — Маринка журнала диванпа юнашар ларакан пӗчӗк сӗтел ҫине пӑрахать те ман ҫумма тӗршӗнет.

— Давай поиграем в нашу игру, — Маринка бросает журнал на столик рядом с диваном и прижимается ко мне.

11 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

— Эпӗ Залкиндӑн ӑшӑ пӳртне хваттере пурӑнма яма ыйтнӑ пулӑттӑм, ҫемҫе диванпа пӗр кӗтес арендӑласа.

— Напросился бы в постояльцы в теплый дом Залкинда, арендовал бы угол с мягким диваном.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Пысӑк юман сӗтел ҫинче — кӗнекесемпе журналсен куписем, кӗнекисем ӑшне ҫинҫе кӑвак хут татӑкӗсем чике-чике тата, кирлӗ страницӑра, уҫа-уҫа хунӑ; диванпа креслосем, вӗсен ҫывӑхӗнче альбомсем тунӑ ҫаврака пӗчӗк сӗтел, эрехсем тултарнӑ капӑр кӗленчесен витрини тата, юлашкинчен, «Виноград пухни» ятлӑ пысӑк, питӗ пӗлсе тунӑ фотографи панорами, питӗ илемлӗ абажурлӑ лампа — ҫаксем пурте Широкогоровӑн кӗлеткине юриех капӑрлатнӑн туйӑнаҫҫӗ.

Массивный дубовый стол, окаймленный стопками книг и журналов, то заложенных узкими синими полосками бумаги, то развернутых на нужных страницах, диван и кресла, и возле них маленький круглый столик с альбомами, и витринка с нарядными бутылками вин, и, наконец, большая, мастерски исполненная фотографическая панорама «Сбор винограда», и лампа под роскошным шелковым абажуром — все как бы нарочно служило обрамлением для фигуры Широкогорова.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ахальтен мар ӗнтӗ вӑл ҫӗрле лампине диванпа юнашар лартать.

Недаром ставит на ночь лампу рядом с диваном.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫурт планне, ҫемҫе диванпа компьютера ӑҫтарах вырнаҫтармаллине те кӑтартнӑ унта.

Даже прислал план дома, на котором указал место для дивана и компьютера.

Хӗл Мучи парни // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 52,56 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех