Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кун пек чухне чӑн-чӑн горизонт чӑн мар горизонтпа ылмашӑнать, ун вырӑнне горизонт майнех килекен колбӑри шӗвекӗн ҫийӗпе усӑ кураҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Секстантӑн пӑхмалли трубине чӑн-чӑн горизонт еннелле тытаҫҫӗ те, куҫкӗскийӗсене кӑнтӑрлари хӗвелӗн пичӗ, урӑхла каласан, чӑн тӳпери хӗвелӗн пичӗ горизонтпа пӗр ҫӗре пуличченех ҫавӑрса тӑраҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Горизонтран горизонт таран тӑсӑлнӑ та — вӗҫӗ те, хӗрри те курӑнмасть!Протянулась от горизонта к горизонту, и не видно ни начала, ни конца!
XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Горизонт ҫывӑхах пырса тӑнӑ пек туйӑннӑ, — ҫав горизонт тӑрӑх, тӗтӗм пек курӑнакан йывӑҫ тӗмӗсем хушшипе, шыҫса кайнӑ малти урипе уксакласа, кӑвак ырхан кӗсре утса пынӑ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Завьялов шӑп та Оля пурнӑҫӗ, унӑн ҫулӑмӗ, унӑн аллисен вӑйӗ, унӑн чӗрин таппи халь горизонт ҫийӗпе ҫав кӗмӗл пӑнча вӗҫтерсе пыни ҫинчен шухӑшларӗ.
Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Анчах та вӑл хӑйне мӗн тери ытларах ӗнентерме тӑрӑшнӑ, горизонт ҫийӗпе чаплӑн та ҫӗнтерӳллӗн ярӑнса пыракан кӗмӗл пӑнча ҫав тери ытларах курчӗ.
Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Горизонт хӗррипе шуралса кайичченех хӗрнӗ хӗм татки ярӑнса пырать.
Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Булавка вӗҫӗ пек… горизонт хӗррипе ярӑнса пырать… акӑ, акӑ!..
Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вӑл ансӑр, тӗксӗммӗн йӑлтӑртатакан хӑю пек авкаланса, таҫта горизонт патӗнче пурнӑҫра ҫук, шӑратнӑ метал пек курӑнакан леш ҫырансӑр юхан шывалла кӗрсе каять.
18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Горизонт хыҫнелле анакан хӗвел хӗретнӗ пӗлӗт шӑратнӑ вӗри тимӗртен пулса тӑнӑ юхан шыв пек курӑнчӗ.
18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вӗсем иккӗшӗ те, «ҫамрӑк турӑпа» унӑн хӗр-юлташӗ те, горизонт еннелле куҫ илмесӗр пӑхса тӑраҫҫӗ.
I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ҫын пурнӑҫӗ вӑл — горизонт патнелле утнӑ чухнехи пекех.
XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Горизонт йӗрӗ ҫинчи хура пӗлӗтсем укӑлча тулашне тухса выртнӑ хаяр йытӑсем пек курӑнаҫҫӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ывӑннӑ ҫын та горизонт хӗрринче ҫӗнӗ хӗвеле курсан, хӑйне сасартӑк ҫӑмӑл туйса илет, пирӗн пек ятарласах хатӗрленсе тӑракан ҫын — пушшех те…
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Ыйхӑн тӗксӗм урхамахӗ ӑна горизонт патнелле сиккипе илсе каять, унта вара нимӗн те ҫук, тулли нимӗн те.Темный конь сна мчал ее к горизонту, за которым нет ничего, кроме полного ничего.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӗсен тӗлӗнче ҫын горизонт чӗмсӗрлӗхӗ хыҫӗнче мӗнле ҫыран пулнине пӗлмест-ха, ҫакӑн пирки хӑйӗн пурнӑҫне юратманлӑх, сӳрӗк-лӑпкӑ психика тӗпчевӗ ҫеҫ калаять.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Горизонт таса, тӳрӗ, тарӑн.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ирхи шуҫӑмӑн уҫӑмлӑ, хупӑ куҫлӑ питӗнчен кӑшӑлӑн йӑлтӑркка хӗрри шӑранать; пӗлӗтлӗ сӑртсем горизонт леш еннелле шӑваҫҫӗ, вӑрманӑн эрешмен карти евӗр эрешӗ тепӗр ҫыраналла тӑсӑлать, — Горн сӑнарлавӗнче ҫаксем пурте — тӑнӑ хальлӗнех ҫывӑракан симӗс рыцарьсен ушкӑнӗсем евӗр.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ҫурҫӗр енче хускалми ешӗл кӗтӳ пек вӑрман хуралса ларать, вӑл пурӑ сакӑлтисен катине горизонт таранах ҫавӑрса ытамланӑ; унта та кунта ту ҫурӑкӗсем, имшеркке вӗтлӗхсем.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Сывлӑш тӑрӑлӑхӗ ҫӗре чун-чӗм кӗртет тейӗн; хӗвел пайӑркисенче чӳхенсе горизонт ҫӗклене-ҫӗклене каҫӑрӑлать пек.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.