Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

гимназирен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Н. К. Крупская Петербургра ҫуралнӑ, унтах гимназирен вӗренсе тухнӑ, унтах марксистка пулнӑ, унтах Владимир Ильичпа паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Коммунистла ҫамрӑксен Союзне вӑл гимназирен кӑларса яричченех кӗнӗ пулнӑ.

В члены которого вступил еще до своего исключения из гимназии.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗренсе тухас умӗн темиҫе эрне маларах хӑйне гимназирен кӑларса янӑ хыҫҫӑн Виктор ашшӗ-амӑшӗпе те — вӑл паллӑ адвокат ҫемйинче ҫуралнӑ, тӑван кӗтесӗпе те ҫыхӑну тытма пӑрахать, коммунистла ҫамрӑксен Союзӗн пархатарлӑ ӗҫӗшӗн пӗтӗм вӑй-халне хурса кӗрешме тытӑнать.

Исключенный из гимназии за несколько недель до ее окончания, Виктор порвал со своими родителями (он рос в семье крупного адвоката), с родным своим местечком и полностью посвятил себя Союзу коммунистической молодежи.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чӑнах та, пӗрремӗш хут куракан ҫын ҫак хӗрарӑм вун виҫӗ ҫул пуп матушки пулнӑ тесе калаймӗ, пӗр иккӗленмесӗрех, ку хӗр тин ҫеҫ пӗр-пӗр гимназирен вӗренсе тухнӑскер пулӗ-ха тесе шутлӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эппин, вӗренсе тухрӑн пулать гимназирен?

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Гимназирен хваттере каймарӗ Павел, пиччӗшӗпе тӗл пуласшӑн пулчӗ вӑл, ҫавӑнпа ҫар комиссариатне васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Каллех шухӑша ӳкрӗ: гимназирен вӗренсе тухсан, пурнӑҫра тем тӗрлӗ йывӑрлӑхсем те сиксе тухассине вӑл ҫивӗччӗн туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

1918 ҫулта П. Осипов, гимназирен питӗ лайӑх палатӑсемпе вӗренсе тухнӑскер, Хусанти университетӑн медицина факультетне вӗренме кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.

Долой гимназирен! — хӑйса кӑшкӑрчӗҫ хӑшӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кунсем // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Соня — врача, хӑй офицера тухсан килтисене пулӑшма та, Павлуша гимназирен вӗрентсе кӑларма та укҫа-тенкӗ ҫителӗклӗ пулӗччӗ. Ача-пӑчасем те «пӳрт тулли» пулӗҫ, чӑвашсем каларӑшле…

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ав мӗскер, эс гимназирен вӑрласа килнӗ пулать ртуть?

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Гимназирен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑмсене аслӑ шкула кӗме ҫук: арҫын гамназийӗнче сакӑр ҫуллӑх программӑпа зкзамен тытмалла.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Гимназирен вӗренсе тухсан, ҫавӑнта кӗретӗн.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ак эс гимназирен вӗренсе тухӑн та, эп пӗлнӗ чул пӗлекен пулӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Галкина ӑна шӑпах ҫавӑн ҫинче ярса тытнӑ та, пӗр хӗрӗх ҫулхи купец майри патне вырнаҫтарнӑ, лешӗн ывӑлӗ те виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен студент пулнӑ ӗнтӗ, хӗрӗ гимназирен вӗренсе тухас патне ҫитнӗ.

Галкина поймала его на этом и пристроила к богатой купчихе лет сорока, сын её был уже студент на третьем курсе, дочь — кончала учиться в гимназии.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

— Эпир… гимназирен тухса кайрӑмӑр.

— Мы… ушли из гимназии.

VIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Гимназирен вӗренсе тухсан, 1875 ҫулта, Иван Франко Львоври университетӑн философи факультетне вӗренмӗ кӗрет.

После окончания гимназии, в 1875 году, Иван Франко поступил учиться на философский факультет Львовского университета.

Иван Франко // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 24–28 с.

Хӑйне гимназирен кӑларса янӑ хыҫҫӑн Володя вӑл вӑхӑтри паллӑ циркач Ринальдо балаганне кӗнӗ.

После того, как его исключили из гимназии, Володя поступил в известный в то время балаган циркача Ринальдо.

Дуров мучи // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Директор гимнази советне пухнӑ та Дурова пӗр сӑмахсӑрах «закон божипе экзамен тунӑ вӑхӑтра патшасен портречӗсем умӗнчех хӑйне тӑрлавсӑр тытнӑшӑн» гимназирен кӑларнӑ.

Директор созвал совет гимназии и без лишних слов исключил Дурова из гимназии «за бестолковое поведение при портретах царей во время экзамена по закону божию».

Дуров мучи // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Начар вӗреннипе инспектор хама гимназирен кӑларса ярасран шикленнипе хӑтлантӑм.

Я боялся, что инспектор прогонит меня из гимназии за то, что плохо учусь.

Юлташ пул // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех