Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

гимназийӗн (тĕпĕ: гимнази) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑҫалхи апрель уйӑхне Анат Камӑри чӑваш гимназийӗн 10 ҫулхи, чӑваш центрӗн 20 ҫулхи юбилейӗсене ирттерессине куҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулталӑк тӗллевӗсем // Сувар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 2 стр.

— Госпожа Ульянова, — пуҫларӗ вӑл мӑнаҫлӑн, — эпир, урӑхла каласан, Самарти арҫын гимназийӗн дирекцийӗ, учительсемпе класс наставникӗсем, сире ҫӗнӗ инкексенчен сыхлас тесе, пӗтӗм чунтан тӑрӑшатпӑр.

— Госпожа Ульянова, — начал он торжественно, — мы, то есть дирекция Самарской мужской гимназии, учителя и классные наставники, прилагаем все наше усердие, чтобы оградить вас от новых бедствий.

Питӗ лайӑх кӗнекесем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Тӗл пулӑва Хӗрлӗ Чутай гимназийӗн вӗрентекенӗ Эдуард Васильевич Романов уҫрӗ, В. Г. Мареев майора сӑмах пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене — ҫарпа патриотизмла воспитани // Пирӗн пурнӑҫ. http://www.krchet.cap.ru/Publication.asp ... 19&size=20

Тӗл пулӑва районти ҫар комиссарӗ В.Г. Мареев, ҫар ӗҫ комиссариачӗн 2-мӗш уйрӑмӗн начальникӗн аслӑ пулӑшуҫи Л.П. Пудова тата Мускаври ҫар университечӗн пӗрремӗш курсӗнче вӗренекен А.Ф. Самылкин (Хӗрлӗ Чутай гимназийӗн выпускникӗ) хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене — ҫарпа патриотизмла воспитани // Пирӗн пурнӑҫ. http://www.krchet.cap.ru/Publication.asp ... 19&size=20

Ҫавӑнпа кунта Ярмулай тата Слакпуҫ шкулӗсенчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсене Т.А.Алексеевапа М.М.Трофимована‚ Пелепейри чӑваш гимназийӗн вӗрентекенӗсене В.К.Алексеевапа П.Г.Кирилована‚ Кивӗ Сименкке шкулӗнчи педагогсене С.В.Игнатьевапа Е.Н.Григорьевана асӑнса хӑварни вырӑнлӑ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25

Мероприяти илемлӗ, чӑваш тӗррисемлӗ тумсем тӑхӑннӑ Кивӗ Сименкке‚ Ярмулай‚ Слакпуҫ шкулӗсен тата Пелепей чӑваш гимназийӗн вӗренекенӗсем карталанса юрӑ юрланинчен пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25

Ҫурхи хӗвеллӗ кун‚ май уйӑхӗн 16-мӗшӗнче‚ Кивӗ Сименкке ялӗнчи шкулӑн ӗҫченӗсемпе вӗренекенӗсем чӑваш ачисен Акатуйне хутшӑнакансене – Пелепейри чӑваш гимназийӗн‚ Слакпуҫпа Ярмулай шкулӗсен вӗренекенӗсемпе ертӳҫисене – хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех